bg
 

Положение / Положени >>>

Состав экспертной группы / Экспертсен ушкӑнӗн йышӗ >>>

"Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения"

«Люди перестают мыслить, когда перестают читать»
Дени Дидро

Сто книг В Год литературы в Российской Федерации и Год Константина Иванова в Чувашской Республике по инициативе Минкультуры Чувашии в целях выявления и продвижения лучших образцов национальной литературы, а также стимулирования интереса к чтению Национальной библиотекой Чувашской Республики реализован проект «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения».

На первом этапе реализации проекта экспертной группой, в состав которой вошли деятели культуры, науки, образования, представители общественных организаций и СМИ, были отобраны книги, рекомендуемые для прочтения. В перечень вошли литературно-художественные произведения как классиков чувашской литературы, так и современных авторов. При отборе книг учитывались: высокая художественная ценность произведений, отражение в них общечеловеческих и национальных идей гуманизма, историко-культурных традиций, исторических корней и современного развития края.

Перечень книг был вынесен на общественное обсуждение и размещен для голосования на сайте Национальной библиотеки Чувашской Республики. В нем приняли участие около 2000 человек.

Экспертная группа, рассмотрев и проанализировав итоги интернет-голосования, утвердила окончательный перечень 100 книг. В него вошли художественная и научно-популярная литература на чувашском языке.

Колоссальная работа была проделана сотрудниками Национальной библиотеки Чувашской Республики по оцифровке избранных книг в соответствии с действующим законодательством.

Результатом проекта явилась электронная коллекция «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения», доступная на любом электронном устройстве, подключенном к сети Интернет. Теперь ознакомиться с лучшими образцами чувашской литературы можно не выходя из дома.

Электронная коллекция «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения» - это «золотой фонд» чувашской литературы, раскрывающий богатое духовное наследие и мудрость народа. Важно каждому, кто любит и ценит чувашский язык и культуру, чтит традиции и помнит своих предков, прочитать эти книги, знать их авторов.

Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке

«Этем вулама чарӑнсан шухӑшлама пӑрахать»
Дени Дидро

Сто книг Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарса янипе наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас тата вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тӗллевпе Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проект пурнӑҫларӗ.

Пӗрремӗш тапхӑрта экспертсен ушкӑнӗ (ун йышне республикӑри паллӑ культура, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ ӗҫченӗсем, обществӑлла организацисен тата массӑллӑ ӗҫ хатӗрӗсен элчисем кӗнӗ) чылай тишкерсе, сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн сасӑлав валли малтанлӑха пӑхса тухмалли список хатӗрленӗ. Хайлавсене суйланӑ чух ҫак енсене шута илнӗ: вӗсен пысӑк пахалахӗ, этемлӗх тата наци идейисене, историпе культура йӑлисене, йӑх-несӗлсен тымарӗсене тата Чӑваш енӗн паянхи аталанӑвне ҫутатса пани, тавракурӑма анлӑлатма пулӑшни.

Кӗнекесен списокне сӳтсе явма Интернетри Наци вулавӑш сайтӗнче сасӑлава вырнаҫтарнӑ. Ҫак майпа усӑ курса 2000 яхӑн вулакан хӑйне кӑмӑла каякан хайлавсемшӗн сасӑлама пултарчӗҫ. Акципе кӑсӑкланакан вулакансем хӑйсен шухӑшӗсене тӗрлӗ форумсенче ҫырса пӗлтерчӗҫ, тавлашрӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн экспертсен ушкӑнӗ кӗнекесен татӑклӑ списокне ҫирӗплетрӗ. Унта паллӑ классиксен тата хальхи ҫыравҫӑсен тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ илемлӗ тата популярлӑ ӑслӑлӑх литератури хайлавӗсем кӗчӗҫ.

Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем списока кӗнӗ кӗнекесене электронлӑ формата куҫарас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшрӗҫ. Юлашкинчен вара «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» электронлӑ коллекци йӗркеленчӗ, вӑл Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫрӗ. Чӑваш литературин чи лайӑх хайлавӗсемпе халӗ Интернет урлӑ килтен ниҫта тухмасӑрах паллашма пулать.

«Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» электронлӑ коллекци тӑван халӑх ӑс-хакӑлне, чун пуянлӑхне уҫса паракан литературӑн чи паха, сумлӑ хайлавсен пуххи пулса тӑчӗ. Тӑван чӗлхепе культурӑна юратакан, йӑх-несӗлсене сума сӑвакан, йӑла-йӗркесене тытса пыракан, чӑвашлӑха малалла аталантарма ӑнтӑлакан кашни ҫыннӑн ҫак кӗнексене вуласа тухмаллах!

Читателям

Произведения выставлены только для ознакомительных целей. Любое копирование, сохранение на жестком диске или иной способ сохранения произведений осуществляются пользователями на свой риск.

Авторам

Не исключаем возможность, что авторы и/или владельцы авторских прав на некоторые из этих произведений будут возражать против их нахождения в открытом доступе. В этом случае просим поставить нас в известность, мы готовы удалить указанные тексты из электронной коллекции.

Контакты

428000, г. Чебоксары, пр. Ленина, д. 15
Телефон: (8352) 23-02-17
Электронная почта: publib@cbx.ru

Вулакансене пӗлме

Хайлавсене паллаштарас тӗллевпе вырнаҫтарнӑ. Вӗсен копине тунӑшӑн, хытӑ диск ҫине куҫарнӑшӑн тата ытти упрамалли мелсемпе усӑ курнӑшӑн вулакансем явапне хӑйсем ҫине илеҫҫӗ.

Авторсене пӗлме

Енчен те авторсем е автор прависен хуҫисем хайлавсемпе уҫҫӑн усӑ курма ирӗк пама килӗшмесен, ҫийӗнчех кун пирки пире пӗлтерме ыйтатпӑр. Эпир палӑртнӑ хайлавсене электронлӑ коллекцирен кӑларма хатӗр.

Çыхăнмалли мелсем

428000, Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт
Телефон: (8352) 23-02-17
Электронлӑ почта: publib@cbx.ru

Над проектом работали / Проекта пурнӑҫлакансем:

Подбор материалов / Материал пухакансем:

Аверьянова О.П., Аксакова Т.А., Алексеева О.Э., Величко О.В., Епишина Н.А., Матюкова Л.Л., Семенова П.А., Соловьева Г.П., Степанова Р.В., Тимофеева О.Н.

Оцифровка материалов / Материалӑн электронлӑ вариантне хатӗрлекенсем:

Агеносова Т. Ю., Тимофеев М. Н.

Компьютерный дизайн / Дизайн:

Падукова А. Ю., Фунтикова И. В.

БУ "Национальная библиотека Чувашской Республики" Минкультуры Чувашии www.nbchr.ru © 2015

«Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения»

Электронная коллекция http://z64.nbchr.ru

1. Агаков Леонид : «Ылтăн вăчăра», «Юманлăхра çапла пулнă» (повеҫсем)
2. Агивер Хветӗр : «Сар ачапа сарӑ хӗр» (повесть)
3. Айзман Николай : «Кай, кай Ивана» (комеди)
4. Айташ Юрий : «Атнер» (сӑвӑлла роман)
5. Айхи Геннадий : «Чӗрӗ тӗвӗ» (поэма), «Пуҫламӑшӗ» (поэма)
6. Алка Александр : «И. Я. Яковлев», «Палӑк», «Шупашкар ҫӑкисем» (сӑвӑсем)
7. Алентей Василий : «Курӑксене тайса ҫил вӗрет» (роман)
8. Артемьев Александр : «Салампи» (повесть)
9. Аслан Степан : «Ахрат» (роман)
10. Аттил Алексей : «Сан умӑнта…», «Ҫил» (сӑвӑсем)
11. Афанасьев Алексей : «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» (роман): 1-мӗш кӗнеки, 2-3-мӗш кӗнекесем
12. Афанасьев Порфирий : «Тав» (сӑвӑсемпе поэмӑсем)
13. Ахун Валем : «Урхамахӑм чӗнет инҫете» (сӑвӑсемпе поэма)
14. Волков Александр : «Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫылӑхӗ» (повесть)
15. Волков Геннадий : «Кил илемӗ» (калавсем, юмахсем, очерксем), «Юманпа хӗвел» (калав)
16. Волкова Мария : «Эп – юрату, ачашлӑх, именӳ…», «Ан сивӗн савни», «Эп пурӑнатӑп йӑлӑмра», «Вега» (сӑвӑсем)
17. Воробьев Алексей : «Кӑнтӑрла» (суйласа илнӗ сӑвӑсем)
18. Галкин Александр : «Сиплӗ сӑмах» (сӑвӑсемпе юптарусем)
19. Гордеев Денис : «Ҫич ҫунатлӑ курак» (повесть)
20. Давыдов-Анатри Василий : «Ӳссен эсĕ кам пулан?» (сӑвӑсемпе юмахсем) ***
21. Емельянов Анатолий : «Хура кӑрӑҫ» (повесть)
22. Ефимов Георгий : «Чӗрере ан сӳнтӗр юрату = Гори, гори, звезда любви» (поэмӑсем,сӑвӑсем, повеҫсемпе калавсем, драма)
23. Иванов Константин : «Нарспи» (поэма), «Шуйттан чури» (трагеди), «Тимӗр тылӑ» (баллада)
24. Ивник Иван : «Сывлӑм йӗрӗ юлчӗ ҫырура» (суйласа илнисем)
25. Игнатьев Василий : «Пӗчӗк акӑшсен ташши» (калав)
26. Илпек Микулай : «Хура ҫӑкӑр» (роман)
27. Исмуков Николай : «Ахӑрсамана» (сӑвӑлла трагеди)
28. Ишентей Николай : «Хӳреллĕ дневник» (калавсем), «Планетӑпа чӗре» (сӑвӑсемпе поэмӑсем)
29. Кӑлкан Александр : «Кӑвак тӳпе» (сӑвӑсем, юптарусем, юморескӑсем, памфлетсем)
30. Кибеч Анатолий : «Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар» (прозӑлла сӑвӑсемпе кӗскен каланисем)
31. Кипек Мӗтри : «Кайӑк тусӗ» (роман), «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» (роман): 1-мӗш кӗнеки, 2-мӗш кӗнеки
32. Комиссаров (Вантер) Гурий : «Чӑвашсем ҫинчен» (тӗпчев ӗҫӗсем, аса илнисем, дневниксем, ҫырусем)
33. Краснов Георгий : «Катӑк чӗлӗм» (приключениллӗ повеҫ)
34. Лисина Ева : «Ҫӑкӑр чӗлли» (калав)
35. Максимов-Кошкинский Иоаким : «Константин Иванов» (пьеса)
36. Мартынов Николай : «Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» (повесть)
37. Мартьянова Любовь : «Йышӑнман сӑмахсем» (сӑвӑ кӗнеки)
38. Маяксем Леонид : «Лива» (калав)
39. Медведев Алексей : «Тулли пучах» (повеҫсемпе калав)
40. Митта Ваҫлейӗ : «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» (сӑвӑсем, поэмӑсен сыпӑкӗсем, куҫарусем…)
41. Михайлов (Янтуш) Спиридон : «Чӑваш халапӗсем»
42. Мранька Никифор : «Ĕмĕр сакки сарлака» (роман): «Ĕмĕр сакки сарлака. Т.1» «Ĕмĕр сакки сарлака. Т.2» «Ĕмĕр сакки сарлака. Т.3»
43. Никитин Ефим : «Сарпике» (пьеса-юмах)
44. Орлов Георгий : «Вутри юрату» (роман)
45. Осипов Петр : «Айтар» (драма), «Элкей таврашӗ» (роман)
46. Павлов Федор : «Ялта» (драма), «Судра» (камит)
47. Паймен Влас : «Кӗпер» (роман) :1-мӗш кӗнеки, 2-мӗш кӗнеки
48. Петрова Ираида (Нарс) : «Татюк» (повесть)
49. Петровская Нелли : «Шурӑ лили» (повесть)
50. Пехил Вениамин : «Шӑнкрав курӑкӗ» (сӑвӑ)
51. Полоруссов-Шелепи Николай : «Уксак Тимӗр Пӳлере илни ҫинчен» (сӑвӑлла халап)
52. Ржанов Василий : «Тӗнче ҫаврӑнать (Энтип)» (драма)
53. Рзай Виктор : «Уҫӑ хапха» (калав)
54. Садай Владимир : «Летчиксем» (роман): 1-мӗш кӗнеки, 2-мӗш кӗнеки
55. Салампек Иван : «Пирвайхи юрату» (роман)
56. Сарби Раиса : «Тӑрнаккай» (юмах)
57. Семендер Юрий : «Кӗрхи вӗҫев» (юрӑ-сӑвӑ, поэмӑсем), «Шӗнкрен» (баллада)
58. Сениэл Михаил : «Ҫӗр чунӗ» (сӑвӑсем)
59. Скворцов Юрий : «Уках хурӑнӗ», «Сурӑм хӗрӗ» (повеҫсем)
60. Смолин Анатолий : «Кӗтрет кӗтесӗ» (сӑвӑсем)
61. Сунтал Михаил : «Асамлӑ алгоритм» (повеҫсемпе калавсем)
62. Çăлкуç Петӗр : «Карамель-тарамель» (сӑвӑсем)
63. Ҫеҫпӗл Мишши : «Катаран каҫ килсен», «Инҫе ҫинҫе уйра уяр», «Тинӗсе», «Ҫӗн кун аки», «Чӑваш! Чӑваш!», «Или! Или! Лима самахвани» (сӑвӑсем)
64. Талвир Алексей : «Пӑва ҫулӗ ҫинче» (повесть)
65. Таллеров Лаврентий : «Пысӑк тӗнчери пӗчӗк чун» (повесть)
66. Тал-Мӑрса Георгий : «Хӗрлӗ ҫар ҫыннин юрри»(сӑвӑсем, калавсем, пьесӑсем)
67. Тани Юн : «Иртнӗ кунсем-ҫулсем»(аса илӳсем)
68. Теветкел Николай : «Сонетсем»
69. Терентьев Николай : «Пушар лаши» (пьеса)
70. Тимаков Вениамин : «Чунри сукмаксем»(сӑвӑ), «Упасарри» (лирикӑллӑ поэма)
71. Тимофеев Григорий : «Тӑхӑр ял» (этнографи очеркӗсем)
72. Трубина Марфи : «Ача чухнехи» (повесть)
73. Тукташ Илле : «Тӑван Ҫӗршыв» (сӑвӑ)
74. Турхан Куҫма : «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» (роман): 1-мӗш кӗнеки, 2-мӗш кӗнеки
75. Турхан Хӗветӗрӗ : «Утӑ ҫулни», «Ҫамрӑк сӑнӗпелен ҫамрӑк ӳсет…» (сӑвӑсем)
76. Турхан Яккӑвӗ : «Варуҫҫи» (поэма)
77. Тӑхти Илле : «Шерхулла» (калав)
78. «Улӑп» (чӑваш эпосӗ) / Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ пухса сӑвӑланӑ
79. Урташ Валентин : «Ӑраскал» (сӑвӑсемпе поэмӑсем)
80. Ухсай Мария : «Кӑра ҫилсем» (роман): 1-мӗш кӗнеки, 2-мӗш кӗнеки, 3-мӗш кӗнеки
81. Ухсай Яков : «Кӗлпук мучи» (поэма)
82. Уяр Хветӗр : «Ӑҫта эс, тинӗс?» (повесть), «Шурча таврашӗнче» (роман): 1-мӗш кӗнеки «Таната», 2-мӗш кӗнеки «Таркӑн»
83. Федоров Михаил : «Арҫури» (поэма)
84. Хумма Ҫеменӗ : «Штрум» (повесть)
85. Хусанкай Петӗр : «Тилли юррисем» (сӑвӑ ярӑмӗ), «Таня» (поэма), «Аптраман тавраш» (сӑвӑлла роман)
86. Чиндыков Борис : «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» (драма)
87. Чулкаҫ Куҫма : «Лапшу Ҫтаппанӗ» (калав)
88. Шупуҫҫынни Николай : «Хитре Чӗкеҫ» (баллада)
89. Ыхра Анатолий : «Автан тус» (калавсемпе сӑвӑсем)
90. Эктел Василий : «Лили» (повесть)
91. Элкер Ҫемен : «Хурапа шурӑ» (сӑвӑсемпе поэмӑсем)
92. Еллиев Ефрем : «Хапха» (калав)
93. Элпи Валентина : «Пулас кинсем» (роман)
94. Юман Мӗтри : «Пӳлӗх йӑмри» (калав)
95. Юмарт Геннадий : «Асаттесем» (поэмӑсем)
96. Энтип Ваҫҫи : «Ҫӗнӗлӳ» (поэмӑсен триптихӗ)
97. Юркин Иван : «Мул» (повесть)
98. Юхма Мишши : «Пӳрнескепе унӑн тусӗсем» (повесть-юмах)***
99. Яккусен Петӗр : «Кӗмӗл кимӗ» (сӑвӑсем)
100. Янкас Нестер : «Катя» (калав)





*** Эта книга доступна только в библиотеке.


БУ "Национальная библиотека Чувашской Республики" Минкультуры Чувашии www.nbchr.ru © 2015

Публикации в сети Интернет / Интернетра пичетленнӗ ӗҫсем

В республике выбирают 100 лучших книг Чувашии. – Режим доступа: http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=2080542. – (Дата обращения: 11.05.2015).

В Чувашии отобраны 100 лучших книг для прочтения. – Режим доступа http://www.cheboksary.ru/culturen/15062015/page47688.htm. – (Дата обращения: 15.06.2015).

В Чувашии продолжается акция «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения». - Режим доступа: http://www.cheboksary.ru/culturen/06052015/page45852.htm. – (Дата обращения: 06.05.2015).

Во Дворце книги Ульяновска прошёл День чувашской литературы. – Режим доступа http://www.cheboksary.ru/culturen/27042015/page45455.htm. – (Дата обращения: 27.04.2015).

Выбери любимую чувашскую книгу! . – Режим доступа: http://времячувашии.рф/kultura/vyberi_lyubimuyu_chuvashskuyu_knigu_/. – (Дата обращения: 5.05.2015).

Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения. – Режим доступа: http://chuvashskaya.wlnews.ru/literatyrnaia-palitra-chyvashii-100-knig-dlia-prochteniia/. – (Дата обращения: 21.06.2015).

Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения. – Режим доступа: http://newsio.ru/tag/palitra/. – (Дата обращения:18.06.2015).

Лучшие 100 книг Чувашии. – Режим доступа: http://www.grani21.ru/news/luchshie-100-knig-chuvashii. – (Дата обращения: 16.06.2015).

Определены авторы книг, участвующих в акции «Литературная палитра Чувашии...». – Режим доступа: http://www.cheboksary.ru/culturen/08042015/page44531.htm. – (Дата обращения: 08.04.2015).

Стартует акция «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения». – Режим доступа: http://www.cheboksary.ru/culturen/21032015/page43627.htm. - (Дата обращения: 21.03.2015).

Чăваш Енри 100 чи лайăх кĕнеке. – Режим доступа: http://www.ntrk21.ru/video.aspx?id=22008. – (Дата обращения: 07.05.2015).

Республикӑра: Чи лайӑх 100 кӗнеке суйлӗҫ. – Режим доступа: http://www.chuvash.org/news/8613.html. – (Дата обращения: 24.03.2015).

Публикации в печати / Хаҫат-журналта пичетленнисем

В Чувашии выбирают сто лучших книг для чтения / Нац. б-ка Чувашской Республики // Грани (г. Новочебоксарск). – 2015. – 5 мая.

Выбираем 100 книг : [о проведении республиканской акции «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения»] // Тӑван Ен (Чебоксарский район). – 2015. – 8-14 май. – С. 11. – (Причебоксарье) ; то же // Ялав (Козловский район). – 2014. – 1 кăрлач.

Соловьева, Г. Отобраны 100 лучших книг Чувашии : [об акции «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения»] / Г. Соловьева // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2015. – 10 июль/утӑ (№ 3). – С. 23.

БУ "Национальная библиотека Чувашской Республики" Минкультуры Чувашии www.nbchr.ru © 2015