Электронлӑ вулав залӗ телеҫыхӑну технологийӗпе усӑ курса халӑха информаци ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерет; хӑйсен электронлӑ базисене йӗркелесе пырать; библиотекӑн ӗҫченӗсемпе вулаканӗсене информацие шырамалли мелсемпе паллаштарать.

Информаци ресурсӗсем

электронлӑ ресурссем:

— Б. Н. Ельцин ячӗллӗ Президент библиотеки
— Чӑваш Республикин наци библиотекин электронлӑ каталогӗсем
— Чӑваш Республикинчи библиотекӑсен пӗтӗмӗшле каталогӗ
— электронлӑ библиотека
— электронлӑ кӑларӑмсен коллекцийӗ (CD, DVD-дисксем ҫинче)
— Интернет ресурсӗсем
— аякри тулли текстлӑ базӑсем

пичетленнӗ документсем:

— монографисемпе вӗренӳ пособийӗсем
— авторефератсем
— диссертацисем

Пулӑшусем

Информаци пулӑшӑвӗсем:

— библиотекӑн электронлӑ каталогӗсемпе, тӗрлӗ базӑсемпе усӑ курма пулӑшни тата ӗҫлеме майсем туса пани
— CD, DVD-дисксем ҫинчи электронлӑ кӑларӑмсемпе паллашма, библиотекӑн электронлӑ базисенче информацие шыраса тупма, «Microsoft Officе» ятлӑ программӑра хӑй тӗллӗн ӗҫлеме компьютер уйӑрса пани
— вулакансен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе тӗрлӗ справкӑсем пурнӑҫлани
— электронлӑ ҫыру ҫӳретни
— электронлӑ ресурсен куравӗсене тата презентацийӗсене йӗркелени, Информаци кунӗсем тата ытти мероприятисем ирттерни
— хӑйсен электронлӑ базисене йӗркелесе пыни

Пӗлӳ енӗпе:

— электронлӑ каталогра, Интернетра, ӗҫ вырӑнӗсен базинче информаци шырама пулӑшни тата компьютерпа ӗҫлеме вӗрентни
— курс тата диплом ӗҫӗсем, рефератсемпе докладсем хатӗрлес ӗҫре тата Microsoft Office программӑпа усӑ курса лаборатори ӗҫӗсем тума пулӑшни
— библиотека ӗҫченӗсемпе унӑн вулаканӗсене компьютерпа ӗҫлеме тата  Интернетпа усӑ курма вӗрентни
— Интернетри ресурсем ҫине тематикӑллӑ тата аннотациллӗ списоксем хатӗрлени
— наукӑ ӗҫӗсене тӗрӗс йӗркелеме тата хӳтӗлеме пулӑшакан материалсем тупса пани

Сервис ыйтӑвӗсене тивӗҫтерни:

— компьютерпа текст наборлани, ӑна редакцилени, информацине пичетлес кӑларни (РФ Гражданла Кодексӗн 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн)
— кӗнекен титул листине наборлани
— CD-ROM ҫинчи электронлӑ кӑларӑмсемпе усӑ курнӑшӑн илнӗ абонемент залогӗ
— документсене электронлӑ майпа вулакан патне ҫитерни ((РФ Гражданла Кодексӗн 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн)
— информацие электронлӑ хатӗр ҫине куҫарни

Ресурсемпе усӑ курмалли йӗркесем

Электронлӑ вулав залӗпе библиотекӑн кашни вулакананӗ усӑ курма пултарать
Библиотекӑн электронлӑ базисемпе тата ресурсӗсемпе усӑ курнӑшӑн укҫа тӳлемелле мар
Издательствӑсем, информаци центрӗсем т. ыт. организацисем хатӗрленӗ ресурсемпе договор е лицензи килӗшӗвӗ тунӑ хыҫҫӑн усӑ курма пулать

Электронлӑ вулав залӗн чи малта тӑракан ӗҫӗ:

— наукӑпа производство сферинче ӗҫлекенсене информаципе тивӗҫтересси
— вулакансене тулли текстлӑ ресурсемпе тивӗҫтересси

Истори
Электронлӑ вулав залне 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче уҫнӑ.

Тытӑм
«Электронлӑ вулав залӗ. Б.Н. Ельцин ячӗллӗ Президент библиотекин информаци ресурсӗсемпе тивӗҫтерекен Чӑваш Енри регион центрӗ» сектор пӗтӗмӗшле информаципе тата библиографи ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерекен пая кӗрет.

Ӑҫта вырнаҫни
Электронлӑ вулав залӗ библиотекӑн хушма ҫуртӗнче, иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ (212-мӗш пӳлӗм)

Ҫыхӑну тытма
тел. (8352) 23-02-17 + 127 хушас пулать, e-mail: e-nbchr@mail.ru