Monthly Archives: Январь 2017

Archive of posts published in the specified Month

Янв
19

«Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере…» ҫавра сӗтел

Мухтавлã сãвãç! Чěрě эсě: Пурнатӑн халӑх чӗринче. Тӑван чӗлхен шевли сӳнмесӗр Яту ҫухалмӗ ҫӗр ҫинчен!» (А. Кӑлкан «Поэт ячӗпе») Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премин, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин лауреачӗ, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ…

Янв
17

«Чӑваш Ен литература картти»

«Чӑваш Ен литература картти» проект литература пурнӑҫӗнчи пулӑмсемпе паллаштарать. Унӑн тӗллевӗ – вулакансене чӑваш литературин паянхи пуян та нумай енлӗ пурнӑҫӗпе паллаштарасси, наци литературин чи лайӑх кӗнекисене вулакан патне ҫитересси тата ҫынсене вулама хавхалантарасси. Литература пурнӑҫӗнчи пулӑмсем ҫакӑн пек пайсенче вырнаҫнӑ: «Персонӑсем», «Географи…

Янв
16

Чӑваш халӑх ташшисем

Чӑваш ташшине кӗвӗ каласа е ушкӑнпа юрласа ташланӑ. Хӗрарӑмсен, арҫынсен, ватӑ ҫынсен, ҫамрӑксен, хӗрсен ташшисем пулнӑ. Кашни ташша уйрӑм кӗвӗпе ташланӑ. Пӗччен, икшерӗн е ушкӑнпа ташламалли ташӑсем те пулнӑ. Ташланӑ чухне хӗрарӑмсемпе арҫынсем пӗр-пӗрне перӗнмен. Ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑйӑсенче ҫеҫ хӗрсемпе каччӑсем алла-аллӑн тытӑнса юрланӑ.…

Янв
16

Чӑваш халӑхӗн юрӑ ӑстисем

Чӑваш халӑх юрӑҫисем. Ӗлӗк чӑвашра пултаруллӑ халӑх юрӑҫи нумай пулнӑ. Сӑмахран, Эмине ятлӑ юрӑҫ ҫинчен каланисем ку таранчченех сыхланса юлнӑ. Вӑл халӗ Комсомольски районне кӗрекен Виҫпӳрт ялӗнче XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ. Халӑхра каланӑ тӑрӑх, Эмине пурнӑҫӗ питӗ йывӑр, ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. Унӑн юратнӑ…

Янв
16

Чӑваш чӗлхи

Чӗлхе — культура никӗсӗ. Авалхи ҫынсем хӑйсем тавралӑх ҫинчен мӗн курни-пӗлнине ҫырса пыман, астуса юлнӑ. Ҫав пӗлӳ ламран лама (ӑруран ӑрӑва) сӑмах вӗҫҫӗн куҫса пынӑ. Ученӑйсем тӗнчери чӗлхесен шучӗ пирки тӗрлӗрен калаҫҫӗ, ҫапах та вӗсен хисепӗ 2500-тен пуҫласа 6000 таранах теҫҫӗ. Хӑш-пӗр чӗлхесемпе,…

Янв
16

Чӑваш Ен историйӗ

Чӑваш халӑхӗн Вӑтаҫӗр Азире пурӑннӑ несӗлӗсем. Ӗлӗк-авал чӑвашсен тата ытти тӗрӗк халӑхӗсен несӗлӗсем хӗвел тухӑҫӗнче, Вӑтаҫӗр Ази территорийӗнче, пурӑннӑ. Вӑтаҫӗр Ази ҫут ҫанталӑкӗн тӗп зони – ҫеҫен хирсем. Ҫеҫен хирсенче ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма май килмен – пысӑк выльӑх кӗтӗвӗсем тытни кӑна тупӑшлӑ пулнӑ.…

Янв
16

Чӑваш халӑх календарӗ

Ҫулсем. Чӑвашсем, Хӗвел тухӑҫӗнчи нумай халӑх пекех, 12 ҫуллӑ календарь ярӑмӗпе усӑ курнӑ. Кашни ҫулӑн хӑйӗн символӗ — чӗр чунӗ пулнӑ. Ҫул ярӑмӗ (цикл) шӑши ҫулӗнчен пуҫланнӑ, унтан ӗне, барс, мулкач (куян), арӑслан, ҫӗлен, лаша, сурӑх, упӑте, чӑх, йытӑ, сысна ҫулӗсем пулнӑ. Уйӑх…

Янв
16

Авалхи виҫесем

Тӑршшӗ виҫисем. Авал линейкӑсем пулман, ҫынсем вӗсемсӗрех пурӑнма пултарнӑ. Мӗн те пулин виҫмелле пулсан алӑпа виҫнӗ. Ҫакӑн пек тӑршшӗ виҫисемпе усӑ курнӑ: пӳрне — пӳрне хулӑнӑшӗ; ал лаппи — ал лаппи сарлакӑшӗ; шит — сарса тытнӑ шӗвӗр пӳрнепе пуҫ пӳрне хушши; хур —…

Янв
16

Тӗрӗ. Тӗртсе тӗрлени

Чӑваш тӗррин пӗлтерӗшӗ. Пирӗн халӑх тӗррине тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем пире халӗ те хӑйсен илемӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем тӗрленине ӗненес те килмест. Чӑваш кил-йышӗнче хӗр ачасене 6-7 ҫултах тӗрлеме вӗрентнӗ. 10-12 ҫул тӗлне вӗсем хӑйсемех тӗрӗсем шухӑшласа кӑларса тӗрлеме пултарнӑ. Пӗр ученӑй…

Янв
16

Йывӑҫран, тӑмран, металран тата ытти материалсенчен тунӑ япаласем

Йывӑҫран тунӑ япаласем. Эпир халӗ усӑ куракан чылай япалана пластмассӑран тӑваҫҫӗ. Ӗлӗк вӗсене йывӑҫран тунӑ. Йывӑҫран япала тӑвасси таврара вӑрман нумай пулнинчен те килнӗ. Савӑт-сапа тума ытларах ҫӑка, хурӑн, йӑмра тата ытти хӑш-пӗр йывӑҫ юрӑхлӑ пулнӑ. Савӑт-сапана касса эрешленӗ. Йывӑҫ хуппинчен тунӑ япаласене…