Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Республикин Наци библиотеки «Ҫулталӑк кӗнеки — 2017 ҫул календарӗ» пичетлесе кӑларнӑ. Кӑларӑмра Чӑваш Енӗн политикӑпа, экономикӑпа, культурӑпа, ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑ 550 пулӑмӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ, республикӑн чи сумлӑ ҫыннисен кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ.

2017 ҫул писательсемпе поэтсен юбилейӗсемпе пуян. Халӑх паллӑ драматург тата композитор Федор Павлов ҫуралнӑранпа — 125 ҫул, Спиридон Шӑпчӑк — 120, Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай тата Илле Тукташ поэт, композитор, Влас Паймен, Куҫма Чулкаҫ прозаиксем ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗ. Степан Аслан, Василий Давыдов-Анатри, Апександра Лазарева писательсемпе поэтсем ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр тулӗ. Халӗ пурӑнакан ҫыравҫӑсем те — Чӑваш халӑх поэчӗсем Порфирий Афанасьев тата Николай Исмуков, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч, Иосиф Дмитриев-Трер поэт тата режиссер, Виталий Родионов литературовед, ҫавӑн пекех Светлана Асамат, Людмила Смолина, Надежда Силпи, Лидия Филиппова, Людмила Сачкова, Любовь Федорова, ыттисем хӑйсен юбилейӗсене паллӑ тӑвӗҫ.

Ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен йышӗнче те юбиляр чылай. Сӑмахран, Никита Бичурин ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитет, ҫавӑн пекех Николай Ильминский ӑсчахӑн — 195, Михаил Петров-Тинехпин — 140, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫин Тимухха Хӗветӗрӗн — 130, Геннадий Волков этнопедагогӑн 90 ҫулӗ ҫитӗ.
Искусствӑра палӑрнӑ ҫынсене те чыслӑпӑр. Акӑ Василий Воробьев композиторӑн 130 ҫулне паллӑ тӑвӑпӑр, унтан Степан Максимов музыковедӑн, ҫавӑн пекех чаплӑ артисткӑн Ольга Ырсемӗн 125 ҫулне. Ефим Никитин /Кӗлпук Мучи/ актер, ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет.

Ытти пулӑмпа та асра юлма тивӗҫ 2017 ҫул. Улатӑр хули 465 ҫул тултарӗ. Чӑваш тата ҫармӑс хресченӗсен пӑлхавӗ иртнӗренпе /историе вӑл Шурча вӑрҫи ятпа кӗрсе юлнӑ/175 ҫул ҫитнине аса илӗпӗр. Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш съезчӗ пулнӑранпа та пӗр ӗмӗр пулӗ.

Надежда СМИРНОВА.

Смирнова, Н. Юбиляр чылай, паллӑ кун та самай / Н. Смирнова // Хыпар. – 2017. – 11 кӑрлач.
http://hypar.ru/cv/izdaniya/hypar