Николай Васильевич Федоров 1958 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Чучукасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусанти патшалӑх университечӗн юристсем хатӗрлекен факультетне вӗренме кӗрет.

1980-1989 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподаватель пулса ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтрах Мускавра аспирантурӑра пӗлӗвне тарӑнлатать. Вӑл – юридици наукисен кандидачӗ.

1989 ҫулта ентешӗсем Н.В. Федорова СССР халӑх депутатне суйлаҫҫӗ. 1990 ҫулта ӑна Раҫҫей юстици министрне лартаҫҫӗ. 1994 ҫултанпа Н.В.Федоров – Чӑваш Республикин Президенчӗ. 1997 тата 2001 ҫулсенче ӑна ҫак должноҫа тепӗр хут суйланӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи черетлӗ 26-мӗш сессийӗ Раҫҫей Президенчӗ В.В. Путин Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Н.В. Федоров кандидатурине президент пулма тӑваттӑмӗш тапхӑра сӗннипе ҫирӗплетнӗ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен – Федераци Канаш председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ.

Енькка, Е. [Николай Васильевич Федоров] // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2011. – С. 25-26.