Чӑваш халӑхӗн Вӑтаҫӗр Азире пурӑннӑ несӗлӗсем. Ӗлӗк-авал чӑвашсен тата ытти тӗрӗк халӑхӗсен несӗлӗсем хӗвел тухӑҫӗнче, Вӑтаҫӗр Ази территорийӗнче, пурӑннӑ. Вӑтаҫӗр Ази ҫут ҫанталӑкӗн тӗп зони – ҫеҫен хирсем. Ҫеҫен хирсенче ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма май килмен – пысӑк выльӑх кӗтӗвӗсем тытни кӑна тупӑшлӑ пулнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх усрани тутлӑхлӑ та усӑллӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, тумтир тата кил-ҫурт тума май панӑ. Выльӑх ӗрчетекенсем пултаруллӑ ал ӑстисем пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ металран, йывӑҫран, чултан тата ытти материалсенчен япаласем ӑсталанӑ.

Хун патшалӑхӗ. Икӗ пин ҫул ытла каялла Вӑтаҫӗр Азире питӗ вӑйлӑ патшалӑх – Хун патшалӑхӗ пулса кайнӑ. Вӑл пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗртен пуҫласа пирӗн эрӑри II ӗмӗрччен тытӑнса тӑнӑ. Хунсен пуҫлӑхӗ шаньюй ячӗпе ҫӳренӗ. Хун патшалӑхне пуҫласа яраканӗ Маодунь шаньюй шутланать, мӗншӗн тесен вӑл ҫеҫен хир йӑхӗсене пӗрлештерсе тӗнчере пӗрремӗш ҫеҫен хир патшалӑхне туса хунӑ. Хунсен экономикин никӗсӗнче выльӑх ӗрчетесси тата ал ӗҫӗ пулнӑ. Уйрӑмах ҫар ӗҫӗ вӑйлӑ аталаннӑ. Вӑл вӑхӑтра хунсен утлӑ ҫарӗ тӗнчере чи хӑватлисенчен пӗри пулнӑ. Хун патшалӑхӗ Авалхи Китайпа суту-илӳ те тунӑ тата ӑна хирӗҫ те ҫапӑҫнӑ. Ҫакӑ тӗрлӗ халӑха пӗр-пӗрин культура ҫитӗнӗвӗсене алла илме май панӑ. Пирӗн эрӑчченхи пинҫуллӑх вӗҫӗнче пӗтӗм Ҫӑр чӑмӑрӗ ҫинче ҫанталӑк ӑшӑтса янӑ, ҫеҫен хирсенче курӑк типсе ларнӑ, выльӑх кӗтӗвӗсем валли апат юлман. Ҫут ҫанталӑк инкекне пула Хун патшалӑхӗн экономики арканнӑ тата патшалӑхӗ пайланса кайнӑ, йӑхсем тӗрлӗ вырӑна куҫа-куҫа кайма пуҫланӑ. Хунсен йӑхӗсем пысӑк йышпа хӗвел анӑҫнелле куҫнӑ. Йӑхсен ҫак пайӗ чӑвашсен несӗлӗсем пулнӑ.

Чӑваш халӑхӗн Хура тинӗс таврашӗнче пурӑннӑ несӗлӗсем. Чӑваш халӑх несӗлӗсем пирӗн эрӑри IV ӗмӗрсенче Атӑл урлӑ каҫнӑ та Хура тинӗс хӗррине вырнаҫнӑ. Кунта мӗн авалтанпах тӗрлӗ йӑх пурӑннӑ. Вӗсем выльӑх ӗрчетнӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫленӗ тата ал ӗҫӗпе аппаланнӑ. Кавказри ҫӳллӗ тусем ҫинчи ялсенче паянхи кун та вӗсен тӑхӑмӗсем пурӑнаҫҫӗ.

Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ. Чӑвашсен несӗлӗсем Хура тинӗс тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Кунта вӗсене пӑлхар ятпа пӗле пуҫланӑ, сӑмахӗ «йӑхсен аслӑ пӗрлешӗвӗ» тенине пӗлтерет. Пӑлхарсем кӗҫех урӑх йӑхсем хушшинче пуҫ пулса тӑнӑ, VII ӗмӗрте вара Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне туса хунӑ. Ӑна туса хураканӗ Купрат патша (хан) пулнӑ. Халап тӑрӑх, унӑн виҫӗ ывӑл пулнӑ: Батбай, Котраг тата Аспарух. Пӑлхарсем вырӑнти ҫынсемпе юнашар пурӑнма вырнаҫнӑ, тыр-пул, тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ, арбуз, дыня ӳстернӗ, ирӗклӗ те аслӑ улӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх кӗтнӗ, юхан шывсенче тата тинӗсре пулӑ тытнӑ, садсем, иҫӗм ҫырли пахчисем ӗрчетнӗ. Ӑлӑ ӑстисем тӗрлӗ япала туса ытти ҫӗршывсенче те сутнӑ. Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗнче ҫырулӑх пулнӑ. Ӑна ученӑйсем «руна ҫырулӑхӗ» е «пӑлхар рунисем» тенӗ. Купрат вилнӗ хыҫҫӑн VII ӗмӗр вӗҫӗнче Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ арканнӑ. Батбай, патшан аслӑ ывӑлӗ, тата унӑн йӑхӗ ҫак вырӑнтах юлнӑ, ҫӗнӗ патшалӑхра – Хазар каганатне кӗнӗ. Купратӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Аспарух хӑйӗн йӗхӗпе хӗвел анӑҫнелле, Дунай юхан шывӗ енелле, кайнӑ. Ҫапла вара, Аслӑ Пӑлхар арканнӑ. Унӑн ҫӗрӗсем Хазар каганачӗ ятлӑ патшалӑх шутне кӗнӗ. Каганатӑн тӗп халӑхӗ пӑлхар йӑхӗсем пулнӑ.

Хазар каганачӗ. Хазар каганачӗ VIII-X ӗмӗрсенче 300 ҫул ытла тытӑнса тӑнӑ. Вӑл вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑх пулнӑ. Хазар каганачӗн культури ҫӳлти шайра тӑнӑ. Вӑйлӑ аталаннӑ ял хуҫалӑх – ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ӗрчетни, сад ӗҫӗ, иҫӗм ҫырли ӳстерни, тӗрлӗ ал ӑсталӑх тата пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ Хазар каганачӗн экономикин никӗсӗ пулнӑ. Каганат урлӑ чылай суту-илӳ ҫулӗ иртнӗ. Вӗсем Европӑпа Хӗвел тухӑҫӗнчи пуян патшалӑхсене ҫыхӑнтарса тӑнӑ, хӗҫсем, савӑт-сапа, капӑрлӑх, теттесем тата ыттине те чылай тупнӑ. Вӗсем ял-хула нумай пулнине тупса палӑртнӑ.

Ученӑйсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Аслӑ Пӑлхарпа Хазар каганачӗн ҫыннисем пӑлхар чӗлхипе (авалхи чӑваш чӗлхипе) калаҫнӑ. Вӗсем хальхи чӑвашсен авалхи несӗлӗсем пулнӑ.

Дунай Пӑлхарӗ. Купратӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Аспарух хӑйӗн йӑхӗсемпе Дунай ҫине киличчен унта славянсем пурӑннӑ. Аспарух вӗсен патши пулса тӑнӑ та Дунай Пӑлхарӗ ятлӑ патшалӑх туса хунӑ. Унӑн пӗрремӗш тӗп хули Плиска пулнӑ.

Пӑлхарсемпе славянсем хуласенче тата ялсенче пӗрле пурӑнма тытӑннӑ. Халӗ ку патшалӑх – Болгари ҫӗршывӗ, унӑн тӗп хули – София. Пӑлхарсем Европӑна хӑйсен культурин ҫитӗнӗвӗсене илсе ҫитернӗ, тӗслӗхрен, музыка инструменчӗсем, ухӑсем, хӗҫсем, йӗнер пускӑчӗсем, ювелир таварӗсем, хӑш-пӗр тумтир тӗсӗсем тата ӗҫме-ҫиме рецепчӗсем.

Атӑлпа Кама тӑрӑхӗнчи авалхи халӑх. Атӑлпа Кама тӑрӑхӗн территорийӗнче чи авал тӗпленнӗ финн-угор йӑхӗсем – марисен, мордвасен, удмуртсен, комисен тата ытти халӑхсен несӗлесем пурӑннӑ. Ҫак халӑхсен пӗр пайӗ пӑлхарсемпе пӗрлешсе кайнӑ.

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пулса кайни. Пӑлхар йӑхӗсем Атӑлпа Кама тӑрӑхне VII ӗмӗр вӗҫӗнчех куҫса килме пуҫланӑ. Каярах, VIII-X ӗмӗрсенче, хӑш-пӗр йӑхсем Хазар каганатӗнчен килме пуҫланӑ.

Ҫапла вара, IX ӗмӗрте пӑлхарсем тӗрлӗ йӑха – пӑлхарсене, сӑварсене, эсегельсене, берсуласене тата ыттисене, хӑш-пӗр финн-угр йӑхӗсен – марисен, удмуртсен, мордвасен – несӗлӗсене пӗрлештерсе Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне туса хунӑ. Ӑна никӗслекенӗ Алмуш патша (хан) пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хули Пӳлер пулнӑ. Барс патшалӑх символӗ, авалхи чӑваш чӗлхи – пӑлхар чӗлхи – патшалӑх чӗлхи пулнӑ.

Атӑлҫи Пӑлар чӑвашсен тата хальхи Хусан тутарӗсен авалхи несӗлӗсен патшалӑхӗ пулнӑ. Атӑлҫи Пӑлхарӑн хӗвел анӑҫ енчи ҫывӑх кӳрши Владимирпа Суздаль княжестви пулнӑ. Пӑлхарсемпе вырӑссем пӗр-пӗринпе суту-илӳ вӑйлӑ тунӑ. Вырӑссен летопиҫӗнче ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, вӗсем выҫлӑх ҫулӗсенче Пӑлхартан кӳрсе килнӗ тырӑпа ҫӑлӑнса юлнӑ.

Монголсем тапӑнса килни. XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Чингисхан ятлӑ пултаруллӑ ҫар пуҫӗ ертсе пынипе монголсен вӑйлӑ та вӑрҫма хастар патшалӑхне йӗркеленӗ. Монгол ҫарӗсем питӗ пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсене тытса илнӗ те унта хӑйсен патшалӑхӗсене туса хунӑ. 1223 ҫулта Калка юхан шывӗ патӗнче монголсем вырӑссемпе половецсен ҫарӗсене ҫапса аркатнӑ. Ун хыҫҫӑн Атӑлҫи пӑлхарсем ҫине тапӑннӑ, анчах ҫӗнтереймен. 13 ҫул хушшинче монгол ҫарӗсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне темиҫе хут та ҫӗнсе илме хӑтланса пӑхнӑ, анчах та Чингисхан мӑнукӗ Батый питӗ пысӑк ҫар пуҫтарса пирӗн несӗлсен ҫӗршывне 1236 ҫулта кӑна ҫӗнсе илме пултарнӑ. Нумай ҫынна вӗлерсе пӗтернӗ, хуласене аркатнӑ. 1237 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1242 ҫулччен, 5 ҫул хушшинче, монголсем чылай вырӑс княжествине ҫӗнсе илнӗ, Европӑри темиҫе патшалӑха аркатнӑ.

Пӑлхарсем хӑйсене ҫӗнсе илекенсене пӑхӑнман, темиҫе хут та монголсен влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Батый хӑй аран-аран ҫӗнсе илнӗ Пӑлхар патшалӑхӗ ҫӗнӗрен вӑй илесрен хӑраса, Европӑра ҫӗнсе илнӗ ҫӗршывсене пӑрахса Атӑл тӑрӑхне каялла таврӑннӑ. Ҫапла вара, пӑлхарсем хирӗҫ тӑни, парӑнманни Хӗвел анӑҫ Европӑна ҫӑлса хӑварнӑ. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ – монголсемпе чылай хушӑ кӗрешнӗ пӗртен-пӗр патшалӑх.

Ылтӑн Урта. Ҫӗнсе илнӗ ҫӗрсем ҫинче монголсем Ылтӑн Урта патшалӑхӗ туса хунӑ. Унӑн малтанхи тӗп хули Пӑлхар пулса тӑнӑ. Каярах Анат Атӑлта Уртан ҫӗнӗ тӗп хулине – Сарай хулине – туса хунӑ.

Пӑлхарсем хӑйсен чаплӑ ятне тавӑрнӑ, хуласем туса лартнӑ, суту-илӳ йӗркеленӗ. Вӗсен культури те малалла аталаннӑ.

Ылтӑн Урта арканни. XIV ӗмӗрӗн ҫурринче Ылтӑн Урта пуҫлӑхӗсем влаҫшӑн хирӗҫме тытӑннӑ. XIV ӗмӗрти 20 ҫул хушшинче Ылтӑн Уртара 25 хан улшӑннӑ. Пӑлхарсен ҫӗрӗсене куҫса ҫӳрекен халӑхсен, вырӑс княҫӗсен ҫарӗсем ҫаратнӑ, уйрӑмах Тимур хан шеллевсӗр аркатнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗсен хӑш-пӗр пайӗсем пушанса юлнӑ. Ҫӑлӑнса юлнӑ пӑлхарсем урӑх вырӑнсене, вӑл шутра хальхи Чӑваш Ен ҫӗрӗсене те, куҫа-куҫа кайнӑ. Ылтӑн Урта патшӑлӑхӗ ҫапла майӗпен пайланма пуҫланӑ.

Хусан ханстви. XV ӗмӗрте Ылтӑн Урта темиҫе ханствӑна пайланса кайнӑ. XV ӗмӗр варринче Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗсем ҫинче Хусан ханстви никӗсленнӗ. Хусан ханствин экономикипе культури Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн тата Ылтӑн Уртан йӑли-йӗркине малалла тытса пынӑ. Хусан ханстви ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнче пӗлтерӗшлӗ суту-илӳ центрӗ пулса тӑнӑ. Ханствӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ пӑлхарла (авалхи чӑваш чӗлхи), тепӗр пайӗ кӑпчакла (авалхи тутар чӗлхи) калаҫнӑ. Кӑпчаксем – авалхи тӗрӗк халӑхӗ. Вӑл Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнче Пӑлхар ҫӗрӗсем ҫине куҫса килме пуҫланӑ.

Хусан ханствинче, уйрӑмах хуласенче, Ылтӑн Уртари пекех, мӑсӑльман тӗнӗ сарӑлнӑ. Ислам тӗнне йышӑнман, анчах хӑйсен тӗнне сыхласа хӑварнӑ пӑлхарсене XV ӗмӗртен пуҫласа чӑвашсем теме тытӑннӑ. XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче документсенче чӑвашсем сӑмах курӑна пуҫланӑ. Хусан ханствин хӗвел анӑҫ пайӗнче пуранакансене ҫапла чӗннӗ, ытти пӑлхар чӑвашсем майӗпен тутара тухнӑ та хӑйсен тӑван чӗлхине манса кайнӑ.

Чӑваш ҫӗрӗсене Раҫҫейпе пӗрлештерни. Мускав княҫӗсем нумай ҫул хушши Хусан ханствине ҫӗнсе илме хӑтланнӑ, анчах хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫлайман. Мускав тата Хусан ҫарӗсем вӑрҫӑ вӑрҫма чӑвашсепе марисем пурӑнакан ҫӗрсем урлӑ иртсе ҫӳренӗ. Хӑш-пӗр чухне ҫапӑҫусем чӑваш ҫӗрӗ ҫинче иртнӗ. Ку вара ҫынсене йӑлтах ҫука хӑварнӑ, нумай ҫын пурнӑҫне татнӑ.

Вырӑс патшалӑхӗ чӑвашсене тата марисен пӗр пайне хӑй енне ҫавӑрнӑ. Вӗсен ҫӗрӗ ҫинче 1551 ҫулта Сӗве крепоҫӗ (Свияжск) туса лартнӑ. Ҫав ҫулах чӑваш ҫӗрӗсене Раҫҫейпе пӗрлештернӗ. 1552 ҫулта Хаяр Иван патша ҫарӗ Хусан ханствине ҫӗнсе илме пултарнӑ, ханство территорийӗ вара Раҫҫей шутне кӗнӗ.

Енькка, Е. В. Чӑваш Ен историйӗ // Енькка, Е. Тӑван ен историйӗпе культури : [вӗренӳ пособийӗ : Чӑваш Республикин тата чӑваш диаспорин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулӗсен 4-мӗш класӗсем валли] / Елена Енькка ; [Г. Л. Никифоров куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2014. – С. 54-58.