Йывӑҫран тунӑ япаласем. Эпир халӗ усӑ куракан чылай япалана пластмассӑран тӑваҫҫӗ. Ӗлӗк вӗсене йывӑҫран тунӑ. Йывӑҫран япала тӑвасси таврара вӑрман нумай пулнинчен те килнӗ.

Савӑт-сапа тума ытларах ҫӑка, хурӑн, йӑмра тата ытти хӑш-пӗр йывӑҫ юрӑхлӑ пулнӑ. Савӑт-сапана касса эрешленӗ. Йывӑҫ хуппинчен тунӑ япаласене ятарлӑ хатӗрсемпе ҫунтарса илемлетнӗ. Ӗлӗкех пирӗн мӑн асаттесем токарь станокӗпе усӑ курнӑ. Вӑл, паллах, электричествӑсӑр ӗҫленӗ.

Кашни ҫемьерех касса эрешленӗ йывӑҫ куркасем пулнӑ. Пысӑккисене алтӑр, пӗчӗккисене курка тенӗ. Вӗсем ҫемье чапӗпе мухтавӗ шутланнӑ. Курка аврисем ҫинчи эрешсем ҫалтӑрсене, сӑваплӑ чӗр чунсемпе кайӑксене пӗлтернӗ.

Чӑвашсен куркисем хӑйне евӗрлӗ пулнипе ытти халӑхсен куркисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Урапа-ҫуна пайӗсене, ҫурт-йӗре йывӑҫран касса тунӑ эрешсемпе илемлетнӗ. Чӳрече хашакӗсене, хапха юписене уйрӑмах илемлӗ касса эрешленӗ.

Тӑмран тунӑ япаласем. Пирӗн мӑн асаттесем тӑмран ҫирӗп тата илемлӗ савӑт-сапа тума пӗлнӗ, ӑна тӗрлӗ эрешсемпе илемлетнӗ. Аврисем, тыткӑчисем ҫинче чӗр чунсен сӑнӗ-кӗлеткисем пулма пултарнӑ. Ҫакӑ савӑт-сапана илем кӳрет кӑна мар, унти япаласене усал вӑйсенчен сыхлать тесе шутланӑ.

Чӑвашсем 1000 ҫул ӗлӗкех алӑпа тата урапа ӗҫлеттермелли ятарлӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе усӑ курнӑ, ҫавӑнпа тӑм савӑт-сапа тикӗс те илемлӗ пулнӑ. Тӑм савӑтсене сулхӑнра типӗтнӗ, кайран вара ятарлӑ кӑмакасенче хӗртнӗ.

Тӑмран ҫавӑн пекех шанталсем, теттесемпе йӗрӗхсен кӳлеписене йӑваласа тунӑ.

Металран тунӑ япаласем. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсен — пӑлхарсен — ылтӑна, кӗмӗле, тимӗре, хурҫа, пӑхӑра, туя, чукуна шӑратса тӗрлӗ япала тӑвасси вӑйлӑ аталаннӑ пулнӑ.

Вӗсем чукун шӑратма Европӑра чи малтан вӗреннӗ. Пӑлхарсем тӗслӗ металсенчен ювелир таварӗсем — ҫӗрӗсем, сулӑсем, мӑй ҫыххисем, алкасем, ҫи-пуҫа, пиҫиххисене, ут таврашне илемлетмелли тӑхасем тунӑ, вӗсене Европӑри тата Азири чылай ҫӗршывра сутнӑ. Ювелирсем ӑсталанӑ туй тӗкӗрсем, ҫӑрасем, уяв пурттисем (пӗчӗк пуртӑсем) тата ытти хӗҫ-пӑшал чӑн-чӑн искусство произведенийӗсем шутланнӑ.

Пӑлхарсем мӗн ӗлӗкренех уявсенче усӑ курмалли, хӑнасене кӗтсе илмелли савӑт-сапана тата турӑсен кӗлеткисене ылтӑн-кӗмӗлтен ӑсталама пӗлнӗ.
Тимӗрҫӗсем кулленхи пурнӑҫра усӑ курмалли ӗҫ хатӗрӗсене, урапа-ҫуна пайӗсене тата ытти япаласене металран туптаса тунӑ.
XVII ӗмӗрте чӑвашсене металран тӗрлӗ япала тума чарнӑ хыҫҫӑн (вӗсем паха хӗҫ-пӑшал тӑвасран хӑранӑ) тимӗрҫӗ ӑстисен вӑрттӑнлӑхӗсем халӑхра майӗпен манӑҫа тухнӑ.

Вӗт шӑрҫаран, тир-сӑрантан, кӗҫҫерен, шӑмӑран, чултан тунӑ япаласем. Тир-сӑрантан ҫи-пуҫ, атӑ-пушмак, пиҫиххи, тӗрлӗрен хутаҫсемпе укҫа енчӗкӗсем, хуҫланакан савӑт-сапа, йӗнерсем, ут таврашӗ тата ытти япаласем ҫӗленӗ.

Сӑрантан ҫӗленӗ япаласене тимӗр тӑхасемпе, тӗрлӗ тӗслӗ сӑран татӑкӗсенчен касса тунӑ эрешсемпе, ылтӑн ҫипсемпе, вӗтӗ шӑрҫасемпе илемлетме пултарнӑ.
Кӗҫҫе ҫӑмран хатӗрленӗ ҫирӗп материал шутланать, Унран юрта, кавир, аҫам, ялкас, ҫӑм атӑ тунӑ. Ҫӑмпа тӗрлӗ тӗспе пӗветнӗ кӗҫҫе ҫинче эрешсемпе ӳкерчӗксем тунӑ чухне усӑ курнӑ.

Хальхи вӑхӑтри чылай япалана пластмассӑран тӑваҫҫӗ пулсан, ӗлӗк шӑмӑран ӑсталанӑ, сӑмахран пушӑ, ҫӗҫӗ аврисем, шахмат фигурисем, эрешсем, теттесем.
Пирӗн мӑн асаттесем вил тӑпри ҫинчи палӑксене пысӑк чулсенчен лартнӑ, хӑш-пӗрисене вара якатса ҫын кӳлепи евӗрлӗ тунӑ.
Турӑсен кӳлеписене те чултанах якатса ӑсталама пултарнӑ.

Ӗлӗк шурӑ чултан керменсемпе крепоҫсем тунӑ. Ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, авалхи чӑваш ӑстисем Владимирти тата ҫывӑхри ытти хуласенчи чиркӳсене тунӑ ҫӗре хастар хутшӑннӑ. Унти чиркӳсен стенисене вӗсем чултан каснӑ эрешсемпе илемлетнӗрен ҫав чиркӳсем ытти хуласенчи вырӑс чиркӗвӗсенчен уйрӑлса тӑнӑ.

Енькка, Е. Йывӑҫран, тӑмран, металран тата ытти материалсенчен тунӑ япаласем // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 32-36.