Мухтавлã сãвãç! Чěрě эсě:

Пурнатӑн халӑх чӗринче.

Тӑван чӗлхен шевли сӳнмесӗр

Яту ҫухалмӗ ҫӗр ҫинчен!»

(А. Кӑлкан «Поэт ячӗпе»)

Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премин, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин лауреачӗ, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртӗ. Унӑн ӗҫне пирӗн республикӑри паллӑ ҫыравҫӑсем, литература тӗпчевҫисем, ӑсчахсем, журналистсем, общество деятелӗсем хутшӑнӗҫ. Уява хутшӑнакансем Хусанкай пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ, аслӑ поэтӑмӑр пултарулӑхӗн тӗп енӗсемпе тапхарӗсене палӑртӗҫ.

Тӑван литературӑна сыхласа хӑварас тата аталантарас ӗҫре Петӗр Хусанкай тӳпи калама ҫук пысӑк, пултаруллӑ калем ӑсти чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине паха хайлавсемпе пуянлатнӑ: «Тилли юррисем», «Вăрман юрлать», «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!», «Аптраман тавраш», «Чĕре юрри», «Пин-пин чĕре» тата ыттисем те. Петр Петрович – ӑста куҫаруҫӑ та, вӑл тӑрӑшнипе эпир А. Пушкин, Т. Шевченко, Ш. Руставели, Хр. Ботева, У. Шекспира, В. Маяковский хайлавӗсене чӑвашла вулама пултаратпӑр.

Ҫавра сӗтел ӗҫне «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере…» ятлӑ курав хӑйне евӗрлӗ илем кӳрӗ, вӑл ҫыравҫӑ кӗнекисемпе, ӗҫӗсемпе, унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ тӗрлӗ статьясемпе палаштарӗ.

Унсӑр пуҫне Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Наци библиотекин ӗҫченӗсем юратнӑ поэтӑмӑр нумай енлӗ пултарулӑхне ҫутатса паракан виртуаллӑ курав хатӗрлеҫҫӗ, вӑл библиотека сайтӗнче вырнаҫӗ.

Пурне те кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 14.00 сехетре Наци библиотекин конферен-залне (137 пӳлӗм) уява хутшӑнма йыхравлатпӑр.

Хыпара хатӗрлекенӗ

«Чӑваш кӗнеки» пайӗн ӗҫченӗ

Ольга Тимофеева