Monthly Archives: Март 2017

Archive of posts published in the specified Month

Мар
23

«Чӑваш Ен литератури: 2016 ҫулхи чи лайӑх вулакан кӗнеке» конкурс

Республикӑра «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурс пырать. Вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласах кашни ҫулах иртет. Ӑна Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Енри кӗнеке кӑларас…

Мар
22

Ҫыравҫӑсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Чăваш профессионал писательсен союзĕн çулталăкри пĕтĕмлетӳллĕ ларăвĕ иртрӗ. Ларӑва правлени председателĕ Геннадий Максимов ертсе пычӗ. Пухӑннисем кун йӗркипе килӗшӳллӗн тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем пӑхса тухрӗҫ, вӗсен шутӗнче: паянхи проза, поэзи, публицистика, ача-пăча литератури еплерех аталанни; союзӑн секцийӗсем…

Мар
17

Чӑваш литературинчи анне сӑнарӗ

Пӗртен-пӗр сап-сарӑ хӗвел тӳпере, Пӗртен-пӗр юратнӑ анне чӗрере. Этемшӗн хӗвелсӗр ҫут кун пулас ҫук, Анне пулмасан маншӑн пурнӑҫ та ҫук… Юхма Мишши Пуш уйӑхӗн 16-мӗшенче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Чӑваш литературинчи анне сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци иртрӗ. Ӑна Чӑваш енри Ашшӗпе Амӑш ҫулталӑкне…

Мар
16

Шупашкарта «Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑх эткерӗ» конференцийӗ иртрӗ

2017 ҫула Петӗр Хусанкай ҫулталӑкӗ тесе хаклама та пулать: кӑҫал литература обществи аслӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине анлӑ паллӑ тӑвать. Чӑваш Республикинчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче чӑваш халӑх поэтне, Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх преми лауреатне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомол премийӗн…

Мар
16

Юхма Мишшин пултарулӑхне халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ «Чӑваш юрри, санпа эп мухтанатӑп…»

Нумаях пулмасть Чӑваш наци библиотекин «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин Юхма Мишшин пултарулӑхне халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ. Фоторепортаж Чӑваш наци конгресӗн официаллӑ сайче Чӑваш обществӑлла культура центрӗн официаллӑ сайчӗ  Тухса калаҫакансем те сахал мар пулчӗҫ, кашниех ӑшӑ саламӗсенче Михаил Николаевича ҫирӗп…

Мар
15

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2017

Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх…

Мар
14

Порфирий Афанасьев ҫыравҫӑн 75 ҫулне уявларӗҫ

Чӑваш Республикин наци библиотекинче пуш уйӑхӑн 13-мӗшӗнче ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, журналист, общество деятелӗ, чӑваш халӑх поэчӗ П. В. Афанасьев çуралнăранпа 75 ҫул ҫитнине уявларӗҫ. Порфирий Васильевич – Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Ҫеҫпӗл…

Мар
6

Инҫет вырӑнти тӗлпулусем

Чӑваш Республикин наци библиотеки пуҫарса янӑ «Инҫет вырӑнти тӗлпулусем» (Встречи в провинции) ятарлӑ проект ҫулсерен аталанса пырать, чӑваш литературипе культурине халӑх хушшинче сарас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫак проектпа килӗшӳллӗн пирӗн тӑрӑхри паллӑ ҫынсем: ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, ӑсчахсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем республикӑри районсене тухса…