Пӗртен-пӗр сап-сарӑ хӗвел тӳпере,
Пӗртен-пӗр юратнӑ анне чӗрере.
Этемшӗн хӗвелсӗр ҫут кун пулас ҫук,
Анне пулмасан маншӑн пурнӑҫ та ҫук…
Юхма Мишши

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшенче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Чӑваш литературинчи анне сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци иртрӗ. Ӑна Чӑваш енри Ашшӗпе Амӑш ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.

Мӗн авалтан чӑваш амӑшне хисеплет, ӑна сума сӑвать. Халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ фольклор тӗслӗхӗсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ: «Аннерен хакли ҫук», «Анне хӗвелтен малта», «Анне ӑшши пурне те ҫитет», «Анне апачӗ пылтан тутлӑ» тесе ваттисем ахальтен каламан ӗнтӗ. Анне пире пурнӑҫ парнелет, пире сывӑ та телейлӗ ӳстерессишӗн кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тӑрӑшать. Чӑваш литературинче анне сӑнарӗ чылай писатель-поэта илемлӗ хайлавсем ҫырма хавхалантарнӑ. Кашни ҫыравҫӑн пултарулӑх арчинче аннене халалланӑ хайлав (сӑвӑ, калав, роман…) тупӑнатех.

Уҫӑ лекцире пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, «Кунта шӑпчӑксем юрламаҫҫӗ», «Тӑвар сапнӑ суран» кӗнекесен авторӗ Вера Савельева палӑртнӑ темӑна туллин уҫса пачӗ. Александр Артемьев, Илпек Микулайӗ, Юрий Скворцов, Анатолий Емельянов тата ытти прозаиксем хӑйсен хайлавӗсенче чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпине, пурнӑҫне уйрӑмах витӗмлӗн сӑнласа пама пултарнӑ. Хальхи тапхӑрти чӑваш литературине илес пулсан Г. Максимов, С. Павлов ҫыравҫӑсен пултарулӑхне палӑртса хӑвармалла, вӗсем калӑпланӑ сӑнарсем паянхи пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсемпе кӗрешсе хӑйсен телейне шыраҫҫӗ. Хӗрарӑм сӑпайлӑхӗ, илемлӗхӗ, чӑтӑмлӑхӗ унпа юнашар пурӑнакан ҫынсенчен те килет, тесе палӑртрӗ Вера Мефодьевна.

Лекцие пухӑннисем, уйрӑмах аслӑрах ҫулхисем, чӑваш литературипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем хускатрӗҫ, ку калаҫу питӗ усӑллӑ та кӑсӑклӑ пулнине пӗлтерчӗҫ.

Ашшӗпе Амӑш ҫулталӑкӗ пуҫланнӑ кӑна-ха, апла малалла вулакансене татах та нумай кӑсӑклӑ тӗлпулусем, лекцисем кӗтӗҫ.

Информацие хатӗрлекенӗ
«Чӑваш кӗнеки» центрӗн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева