Республикӑра «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурс пырать. Вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласах кашни ҫулах иртет. Ӑна Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Енри кӗнеке кӑларас ӗҫӗн ҫитӗнӗвне, полиграфи ӗҫне сарасси, пултаруллӑ авторсене пысӑк пахалӑхлӑ кӗнекесем хатӗрлеме явӑҫтарасси, кӗнеке кӑларас ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне пысӑклатасси, чи нумай вуланакан кӗнекесене палӑртасси тата вулакансен йышне ӳстересси.

Кӑҫалхи конкурсра 2016-мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ илемлӗ литертура кӗнекисем хутшӑнаҫҫӗ. «Чӑваш Ен литератури: 2016 ҫулхи чи лайӑх вулакан кӗнеке» конкурс «Хальхи проза», «Поэзи уҫлӑхӗ», «Савӑклӑ ачалӑх» номинацисемпе иртет. «Хальхи проза» номинацире чи лайӑх романа, повеҫе е калавсен пуххине палӑртӗҫ. Поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнекене «Поэзи уҫлӑхӗ» номинацире чыслӗҫ. «Савӑклӑ ачалӑх» номинаци ача-пӑча валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлавсене тупса палӑртӗ.

«Чи лайӑх вулакан» номинацие пӗтӗмлетнӗ чухне вара вуланӑ кӗнеке шутне ҫеҫ мар, вулакан библиотекӑн обществӑллӑ ӗҫне (тӗрлӗ акцисене, конкурссене, мероприятисене ) хутшӑннине те шута илӗҫ.

Ӗҫсене сумлӑ жюри пӑхса тухӗ. Мӗнле кӑларӑмсем чи лайӑххисем пулнине республика шайӗпе йӗркеленӗ ыйтӑм кӑтартса парӗ.

Ҫакна палӑртмалла, вулакансем хӑйсем килӗштерсе вуласа тухнӑ кӗнекесен авторӗсен кун-ҫулӗсемпе тата вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Хула тата район центрӗсенчен аякра пурӑнакан ял ҫыннисем ҫыравҫӑсемпе тӗл пулма яланах хавас. Кӗнеке авторӗсене вара кун пек тӗл пулусем хӑйсен ӗҫӗсем ҫине ҫын куҫӗпе пӑхма пулӑшаҫҫӗ, ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма хистеҫҫӗ. Ҫакна шута илсе йӗркелӳ комитечӗ чи «мобиллӑ» ҫыравҫа паллӑ тума шутлать. Паллах, ӑна республикӑн районӗсенчи аякра пурӑнакан вулаканӗсемпе нумай хутчен тӗл пулнӑ ҫыравҫа парӗҫ.

Библиотекӑсене, кӗнеке лавккисене, обществӑлла-культура центрӗсене «Чӑваш Ен литератури: 2016 ҫулхи чи лайӑх вулакан кӗнеке» конкурса хастар хутшӑнма йыхравлатпӑр. Номинацисенчи ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе тата дипломсемпе чыслӗҫ.

Конкурс ӗҫӗсене республикӑри вулавӑшсен пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен Наци библиотекине ярса памалла. Пӗтӗмлетӗвӗ вара чӑваш чӗлхи кунне уявланӑ кун иртӗ.

Хатӗрлекенӗ Роза Степанова,

«Чӑваш кенеки» центрӑн

сектор пуҫлӑхӗ