Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче пирӗн тӑрӑхри паллӑ журналист, ҫыравҫӑ Владислав Николаев «Дипломлӑ тиха: юптарусем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарӗ.

Кӗнекери юптарусем ҫынсен тӳнтер енӗсене (чеелӗх, мӑнкӑмӑллӑх, ҫӑткӑнлӑх, наянлӑх, каппайчӑклӑх) кӑтартса параҫҫӗ, обществӑн ҫитменлӗхӗсене ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Айван ӑслӑ е чее сӑнарсем урлӑ ҫыравҫӑ кулленхи пурнӑҫа сӑнласа парать, ҫитменлӗхӗсене питлет. Пултарулӑх, малалла ӑнтӑлас, ӗҫлес туртӑм ҫук ҫамрӑка ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе илнӗ диплом нимле те пулӑшаймасть тесе асӑрхаттарать автор пӗр юптарӑвӗнче:

Дипломлӑ тихасем халь пит нумай,
Юрри вӗсен кашнин пӗр май:
«Диплом ман пур, каймастӑп ӗҫлеме –
Хура ӗҫ ӗҫлеме эп вӗренмен…».

Сӑмах май, «Дипломлӑ тиха» кӗнеке ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2016 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Владислав Николаев хитре те таса чӗлхепе хайланӑ юптарусем ачасене кӑна мар, аслисене те ӑса вӗрентме тивӗҫ.

Пурне те 14.00 сехет валли ҫӗнӗ кӗнеке уявне Наци библиотекине (119 пӳлӗм) йыхравлатпӑр!

 

Хыпара «Чӑваш кӗнеке» центрӗн ӗҫченӗ

Ольга Тимофеева хатӗрленӗ