Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш кӗнеки фестивалӗ иртӗ. Уявӑн программи ҫав тери пуян та кӑсӑклӑ. Чи хумхануллӑ та кӗтнӗ самант, паллах, республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслани пулӗ. 2016 ҫулта кун ҫути курнӑ кӗнекесенчен хӑшӗ ҫак тивӗҫлӗ ята илӗ-ши? Ку ыйту вулакансене те, ҫыравҫӑсене те, кӗнеке кӑларакансене те хытӑ хумхантарать. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе конкурс пӗтӗмлетӗвӗнче чи хастар вулакансене те палӑртӗҫ.

Фестиваль программи →

Чӑваш кӗнеки фестивалӗ

Фестивальте библиотекӑн яланхи тусӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ вулакансене тӳрех тӑватӑ ҫӗнӗ кӑларӑмпа паллаштарӗ: «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» 3-мĕш томӗ; Эдуард Лебедевӑн «Акционсартовые значения сложновербальных аналитических форм в чувашском языке» тӗпчев ӗҫӗ; Леонид Петровӑн «Чебоксары: история и тайны Николаевского девичьего монастыря» монографи. Раҫҫейри кайӑксене сыхлакансен союзӗн Чӑваш енри уйрӑмӗ вара «Птицы Чувашии», т. 1: «Неворобьиные» кӗнеке хӑтлавне йыхӑрать.

«Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра ҫак кун ача-пӑча художество тата ӳнер шкулӗсенче сӑнарлӑ ӳнер ӑсталӑхне вӗрентекенсен «Чӑваш ен» республикӑри VI курав-конкурсне хупӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртса чыслӗҫ.

Фестивалӗн тепӗр паллӑ пулӑмӗ поэзие кӑмӑллакансене пӗр ҫӗре пуҫтарӗ. Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш енри Амӑшӗпе Ашшӗ Ҫулталӑкне халалласа Чӑваш Республикин профессионал писательсен пӗрлӗхӗ пуҫарнипе илӗртӳллӗ, пултаруллӑ, черчен чунлӑ ҫичӗ хӗрарӑм-сӑвӑҫ (М. Карягина, Л. Фёдорова, Е. Светлая, С. Гордеева т.ыт.) «Чӑваш чӗлхи – атте-анне чӗлхи» поэзи кӑшӑлне ҫыхӗҫ, хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитарии институчӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви кирлӗ литература е асӑнмалӑх пӗр-пӗр парне туянас текенсем валли ятарласа суту-курав йӗркелӗҫ.

Хапӑл туса кӗтетпӗр!