Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи кунӗнче, Чӑваш Республикин наци библиотекинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Конкурса кашни ҫулах Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе Наци библиотеки Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗпе тата Чӑваш кӗнеке издательствипе пĕрле ирттерет. Кӑҫал 2016 ҫулта кун ҫути курнӑ 123 кӗнеке хушшинче мала тухнисене палӑртрӗҫ.

Фоторепортаж

Конкурс тапхӑрӗнче пӗтӗм республикипе ҫыравҫӑсемпе тӗл пулусем, кӗнеке хӑтлавӗсем, вулав конференцийӗсем иртрӗҫ. Жюри шутӗнче, яланхи пекех, сумлӑ ҫынсем – филологсемпе тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем пулчӗҫ.

Уява Чӑваш Республикин наци библиотекин директорӗ Светлана Старикова уҫрӗ, вӑл пухӑннисене Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламларӗ, писательсемпе издательсене паха кӗнекесемшӗн тав турӗ. Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ячӗпе Инни Ильина, пай пуҫлӑхӗ, ӑшӑ салам илсе килсе ҫитерчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем вара ҫаксем пулчӗҫ:
Проза жанрӗпе чăвашла ҫырнӑ 2016 ҫулта тухнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке ятне «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» кӗнеке тивӗҫлӗ пулчӗ, авторӗ — Тарасов Арсений Алексеевич;
Проза жанрӗпе вырӑсла ҫырнӑ 2016 ҫулта тухнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке — «Тринадцатое полнолуние», авторӗ Растворцев Андрей Васильевич;

2016 ҫулта чӑвашла пичетленсе тухнӑ ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем хушшинче ҫак кӗнекесем мала тухрӗҫ:
— проза жанрӗпе ҫырнӑ «Кӗлпук мучи юптарать» юмахсен пуххи, пухса хатӗрлекенӗ Вастрюкова Галина Витальевнӑ;
— ача-пӑча валли поэзи жанрӗпе ҫырнӑ хайлавсем хушшинче «Урам вӑранчӗ» кӗнеке, авторӗ Светлана Асамат.

Вырӑсла пичетленсе тухнӑ ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем хушшинче икӗ кӗнекерен тӑракан профессионал мар ҫыравҫӑсен хайлавсен пуххи «Мамины, бабушкины и мои сказки» кӗнеке диплома тивӗҫрӗ. Ӑна пухса хатӗрлес ӗҫе пуҫарса яраканӗ Вячеслав Викторович Рафинов.

Конкурсӑн ятарлӑ дипломӗсемпе чӑваш писателӗсен хайлавӗсен вырӑсла куҫарӑвӗсене пухса «Чувашский рассказ: Дети леса» кӗнеке хатӗрленӗшӗн Борис Чиндыкова тата ҫулталӑк хушшинче вулакансемпе чи нумай тӗлпулу ирттернӗ ҫыравҫӑна Ангелина Павловскаяна чысларӗҫ.

Чи пултаруллӑ вулакансенчен ӳсеҫҫӗ те пулас маттур ҫыравҫӑсем. Вӗсем библиотека ӗҫӗ-хӗлӗнче те хастар хутшӑнса унӑн ятне ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ, библиотека ирттерекен конкурссенче, проектсенче, мероприятисенче вӗсем яланах малти вырӑнсенче.

15 ҫула ҫитмен чи нумай вулакансем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсем ҫак ҫамрӑксем пулчӗҫ:

  • Ананьева Дарья Сергеевна (Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗпе хисепленекен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, 4-мӗш класс);
  • Ташков Никита Николаевич (Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи «Кукеҫ лицейӗ», 6-мӗш класс);
  • Андреева Светлана Сергеевна (Элӗк районӗнчи Вутланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул , 5-мӗш класс;
  • Архипова Анжелика Эдуардовна (Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи вӑтам пӗлӳ паракан шкул, 5 класс).

15 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитнисем хушшинче:

  • Егорова Оксана Львовна (Шупашкар районĕнчи «Тренькассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вӑтам шкул, 9 класс);
  • Соколова Мария Александровна (Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗпе хисепленекен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, 11 класс);
  • Никифоров Павел (Шупашкар районӗнчи Ишекри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, 7 класс).

30 ҫултан аслӑраххисем хушшинче:

  • Павлова Алевтина Анатольевна (Шупашкар районӗнчи Ҫӗнялти ял вулавӑшӗ);
  • Иванова Галина Ивановна 44 ҫ. (Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑри ял вулавӑшӗ);
  • Чернов Николай Александрович 67 ҫ. (Шупашкар районӗн тӗп библиотеки).

Кашни ҫулах Элӗк тата Шупашкар районӗсен вулавҫисем ҫак конкурса питӗ хастар хутшӑннине палӑртса хӑвармалла. Ҫак районсенче чӑваш кӗнекине уйрӑмах юратса вулаҫҫӗ. Кӗнекене халӑх хушшинче сарас ӗҫре хастара хутшӑннӑшӑн конкурсӑн ятарлӑ дипломне Шупашкар районӗнчи тӗп библиотека (директорӗ Галина Тимофеева) тата Элӗк районӗнчи тӗп библиотека (директорӗ Раиса Гордеева) тивӗҫрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене «Кӗмӗл сасӑ» конкурс лауреачӗ, янравлӑ саслӑ ҫамрӑк юрӑҫ Лариса Степанова саламларӗ.

Информацие «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева хатӗрленӗ.