2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Ҫутлӑх элчисем Николай Ильминский, Николай Поппе, Константин Прокопьев тата вӗсен чӑваш ӑслӑлӑхӗнчи тӳпи» ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна Тухӑҫ тӗпчевҫин, миссионер педагогӑн Н.И. Ильминский профессорӑн, тӗрӗкпе монгол чӗлхисен тӗпчевҫин, Ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗн Н.Н. Поппен тата чиркӳ ҫыннин К.П. Прокопьев этнографӑн, педагогӑн юбилейӗсене халалларӗҫ. Уява Чӑваш Республикин наци библиотеки тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркелерӗҫ.

Фоторепортаж

Ҫавра сӗтел ӗҫне республикӑри паллӑ ӑсчахсем, вӗрентекенсем, библиотека ӗҫченӗсем, журналистсем, студентсем хутшӑнчӗҫ. Мероприятие уҫнӑ май «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ертӳҫи Галина Соловьева палӑртнӑ виҫӗ тӗпчевҫӗн вулавӑшра упранакан ӗҫӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, электронлӑ кӑларӑмсемпе чӑваш нацин электронлӑ библиотекинче вулама май пуррине пӗлтерчӗ.

Николай Ильминский профессор пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗпе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай тӗплӗн паллаштарчӗ. Унӑн сӑмахӗ ҫумне Эдуард Фомин филолог, Сергей Щербаковпа Дмитрий Басманцев историксем хушса каларӗҫ, чылай кӑсӑклӑ информаци пӗлтерчӗҫ.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн докладӑн ятне «Манӑн Поппе» тесе палӑртрӗ. Вӑл чӑваш чӗлхине тӗпченӗ нимӗҫ пултарулӑхне лайӑх тишкернӗ. Геннадий Дегтярев пӗлтернӗ тӑрӑх хӑй вӑхӑтӗнче Николай Поппе тепӗр паллӑ ӑсчахпа Николай Маррпа пирӗн республикӑра тӗрлӗ тӗпчевсем ирттернӗ, 1924-1925 ҫулсенче вӑл Николай Никольский патне чӑваш чӗлхипе ытларах та ытларах кӑсӑкланса пыратӑп тесе ҫырнӑ.

Чиркӳ ҫыннин Константин Прокопьевӑн та чӑвашсене ҫутта кӑларас ӗҫре тӳпи пысӑк. Унӑн чӑваш этнографийӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем тӗпчевҫӗсем тата чӑваш историйӗпе, культурипе кӑсӑкланакансем валли паха материал пулса тӑчӗҫ. Ҫакна ҫавра сӗтелре Георгий Матвеевпа Алексей Симулин историксем ҫирӗплетсе пачӗҫ.
Чӑваш ӑслӑлӑхӗн «шур сухалӗсем», хисеплӗ ӑсчахсем Виталий Станьялпа Николай Егоров ҫавра сӗтел ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ, Н. Ильминский, Н. Поппе, К. Прокопьев ӗҫӗ-хӗлӗпе пултарулӑхӗнче тӗпчемелли тата та нумаййине палӑртса хӑварчӗҫ.

Информацие
«Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева хатӗрленӗ