Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ ҫыравҫӑн, журналистӑн Владимир Кузьминӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Владимир Прокопьевич нумай пулмасть 80 ҫул тултарчӗ, ҫак сумлӑ юбилей тӗлне вӑл вулакансем валли паха парне илсе ҫитерчӗ – «Родник души» (Чун ҫӑлкуҫӗ) ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке. Юбиляра саламлама «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче халӑх йышлӑн пухӑнчӗ: ҫыравҫӑсем, журналистсем, ӳнерҫӗсем, ҫурт-йӗр тӑвакансем,  студентсемпе вӗрентекенсем, тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем.

Владимир Кузьмин Вӑрнар районӗнчи Хурӑнсур Ҫармӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ район тата республика хаҫачӗсенче («Хыпар», «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия» т.ыт.те), «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче, Чӑвашрадиора вӑй хунӑ. Унӑн «Тип мунча» ятлӑ пӗрремӗш кӗнеки  1977 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унтанпа вӑл 20 ытла кӗнеке кӑларчӗ.1992 ҫулта Владимир Кузьмин Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ретне тӑнӑ. Журналистикӑпа литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ҫыравҫӑ А. Талвир, Ҫемен Элкер, И. Ивник, А. Емельянов ячӗллӗ премисене илме тивӗҫ пулнӑ.

Пултарулӑх каҫӗнче Владимир Кузьмин ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ. Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Максимов чӑваш пичечӗпе литературине нумай ҫул хушши пысӑк тӳпе хунӑшӑн Владимир Прокопьевича Хисеп хучӗ парса чысларӗ, малалла та тухӑҫлӑ ӗҫлеме ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хӑват сунчӗ.

Владимир Кузьмин ҫывӑх юлташӗсем – Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ Иван Долгушин, Миша Григорян тата Петр Сымкин паллӑ ӳнерҫӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ Нуриян Андрбаев тата ыт.те – 1970-мӗш ҫулсенчи Шупашкарти трактор тӑвакансен завочӗ хӑпарнӑ тапхӑрта тӗвӗленнӗ туслӑх ҫулсерен ҫирӗпленсе пынине пӗлтерчӗҫ, ҫунатлӑ ҫамрӑклӑхри хаваслӑ самантсене аса илчӗҫ.

Владимир Кузьмина ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа тата ҫуралнӑ кунпа паллӑ ҫыравҫӑсем — Юрий Сементер, Лидия Филиппова, Валерий Кошкин тата ыттисем – чун-чӗререн саламларӗҫ, унӑн литературӑри ӗҫӗ-хӗлне пысӑка хурса хакларӗҫ.

Автор хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл пичет ӗҫне пикенсенех илемлӗ очерк жанрне килӗштерме пуҫланӑ, очерк хыҫҫӑн очерк хайланӑ. Пӗлтӗр вара пур очерка та пӗр ҫӗре пухса кӗнеке кӑларма шухӑшланӑ. «Родник души» (Чун ҫӑлкуҫӗ) кӗнекере вӑл пирӗн республикӑра, ҫӗршывра пулса иртекен пулӑмсене сӑнласа пама тӑрӑшнӑ, ял хуҫалӑхӗнче, заводсемпе фабрикӑсенче ӗҫлекенсен, литературӑпа ӳнер анинче тӑрӑшакансен, Тӑван ҫӗр-шыва хӳтӗлекенсен пурнӑҫне анлӑн, курӑмлӑн ҫырса кӑтартнӑ, кашни хайлав вулакана сӑнарлӑ чӗлхипе, тӗрӗслӗхӗпе тыткӑнлать.

Владимир Кузьминӑн «Родник души» (Чун ҫӑлкуҫӗ) кӗнекипе «Чӑваш кӗнеки» центрта паллашма пулать.

Хыпара хатӗрлекенӗ

«Чӑваш кӗнеки» центр ӗҫченӗ

Ольга Тимофеева