Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Кабарда-Балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Кайсын Кулиева Чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑнтараканни нумай: Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче ӑна, йывӑр аманнӑскерне, сипленме Шупашкар хулине илсе ҫитереҫҫӗ, кунта вӑл паха сӑвӑ-калавсем хайлать. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн балкар сӑвӑҫи чӑваш халӑх поэчӗпе Петӗр Хусанкайпа ҫывӑх туслашать, унӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклать.

Фоторепортаж

Кайсан Кулиев хайлавӗсене тӗнчери 100 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Чӑвашла куҫаракансен шутӗнче паллӑ калем ӑстисем: Яков Ухсай, Александр Артемьев, Юрий Сементер, Валери Туркай т.ыт.те.

Уява Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, тутар ҫыравҫисем Ренат Харис, Данил Салихов, Кайсын Кулиев тӑванӗсем, чӑваш ҫыравҫисемпе культура ӗҫченӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ, аслӑ поэта ӑшӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ, балкар, тутар тата чӑваш халӑхӗсем хушшинчи ҫирӗп туслӑх пирки нумай калаҫрӗҫ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Кайсын Кулиевӑн тӗрлӗ ҫулсенче пичетленнӗ сӑввисене чӑвашла куҫарса уйрӑм кӗнекен кӑларчӗ. Литература каҫӗнче вӑл хӑнасене «Тӗнчене курсамӑр ырӑ куҫсемпе» сӑвӑсен пуххипе паллаштарчӗ.

Литература каҫӗнче Кайсын Кулиев сӑввисем чӑвашла тата вырӑсла янӑрарӗҫ, Кабарда-Балкаринчен килсе ҫитнӗ Светлана тата Жамал Чеченовсем, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин солисчӗ Вячеслав Вахтеркин, Каҫал енри «Мишар» фольклор ансамблӗн солисчӗ Ильдус Шайдуллин хӑнасене тӗрлӗ халӑх кӗвви-юррипе савӑнтарчӗҫ.

Хыпара хатӗрлекенӗ
«Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева