И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри 2018 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Митта – чăваш поэзийĕн мухтавĕ» ятпа иртекен регионти наукăпа практика конференцине хутшăнма йыхравлать.

Информаци ҫырӑвӗ

Конференцие хутшăнма тĕпчевçĕсене, аслă тата вăтам шкул преподавателĕсене, чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине ача садĕнче, шкулта, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче вĕрентекенсене йыхравлатпăр.

Конференцие хутшăнас текенсен хăйсен заявкине тата доклад материалне оргкомитета 2018 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 14-мĕшĕччен ярса памалла.

Электрон почти: nikolay.osipov.1978@mail.ru

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(8352)62-30-02 (чăваш чĕлхипе литератури кафедри; ертÿçи Ахвандерова Алина Давыдовна доцент); 8-902-287-96-50 (Осипов Николай Николаевичăн кĕсье телефонĕ)/

Конференцине хутшăнакансене сертификат параççĕ.