Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫӗнӗ тӗлпулу ирттерчӗҫ. Клуб йышӗ ларуран ларӑва ӳссех пырать, уйрӑмах ҫамрӑксем – пулас вӗрентекенсем, журналистсем, тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, вулама юратакансем – хастар хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, кашни тӗл пулу валли тӗплӗн хатӗрленсе килеҫҫӗ.

Хальхинче кӗреке хӑни паллӑ драматург, ҫыравҫӑ, журналист Арсений Тарасов пулчӗ. Вӑл пухӑннисене хӑйӗн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ, «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повесть мӗнле ҫуралнине уҫса пачӗ. Автора уйрӑмах чӑваш литературин паянхи лару-тӑрӑвӗ хумхантарать, ун шучӗпе хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксемпе студентсем ҫинчен литературӑра сахал ҫыраҫҫӗ.

«Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повесть вулакансем хушшинче хирӗҫле шухӑшсем ҫуратрӗ: пӗрисем ӑна кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ, унта хускатнӑ ыйтусен ҫивӗчлӗхне палӑртрӗҫ, теприсем хайлавӑн ҫитменлӗхӗсене те уҫҫӑн пӗлтерме хӑраса тӑмарӗҫ. Арсений Тарасов хаклава объективлӑ йышӑнчӗ, кашни шухӑша-сӗнӗве тимлерӗ.

Хальхи ларӑва сумлӑ ҫыравҫӑсем, литература авторитечӗсем Юрий Артемьев, Марина Карягина, Екатерина Якимова, Владислав Николаев, Станислав Отрыванов хутшӑнни ҫамрӑксемшӗн пысӑк парне пулчӗ.

Ҫитес лару пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ. Вуласа килмелли хайлав – Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫӗ. Унӑн электронлӑ копийӗпе Чӑваш Республикин электронлӑ библиотекинче пичетленсе тухнӑ кӗнекисемпе библиотекӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче (201 пӳлӗм) паллашма пулать.

Хыпара хатӗрлекенӗ Ольга Тимофеева

(83-52) 23-02-17, хуш. 145.