Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиоткинче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Халǎхсен Туслǎхĕ орденлĕ Чǎваш патшалǎх çамрǎксен театрĕ никӗсленнӗренпе 85 ҫул ҫинине халалласа Яковлев вулавӗсем иртрӗҫ. Уява юратнӑ артистсем, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем, студентсем, журналистсем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятие театрӑн тӗп режиссерӗ, паллӑ поэт, актер, публицист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пычӗ. Вӑл тӗл пулӑвӑн тӗллевне те уҫса пачӗ: Чӑваш Республикин наци библиотеки е Ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнче театра савакансен клубне уҫасси. «Пире ҫыракансем, куракансем, театр ҫинчен шухӑшлакансем, ҫырма, калаҫма пултаракан ҫынсем кирлӗ», – пӗлтерчӗ Иосиф Александрович. Клуб ларӑвӗсенче пьесӑсем вулама, спектакльсем курма, вӗсене анализ тума тата пӗтӗмӗшле театр ҫинчен калаҫма палӑртнӑ.

Хальхи тӗл пулура «Чăваш драматургийĕн пуçламĕшĕ» тема ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, И.Я. Яковлев вӗренекенӗсем хайланӑ драматурги тексчӗсене артистсем рольсем тӑрӑх вуларӗҫ. Вулаканӗсем вара сцена ӳнерӗн ӑстисем – чӑваш халӑх артисчӗсем Лидия Красова, Светлана Савельева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Виталий Сергеев тата Александр Степанов (Пăртта) – пулчӗҫ. Итлесе ларакансем хӑйсене театра лекнӗнех туйрӗҫ, артистсен чуна пырса тивекен вулавӗпе, вӑййипе килӗнсе ларчӗҫ, вӗҫӗнче вара тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ӑсатрӗҫ.

Мероприятире хӑнасем И.Я. Яковлев шкулӗнче вӗреннӗ ҫыравҫӑсен хайлавӗсемпе паллашма пултарчӗҫ.

 

Оля Тимофеева хатӗрленӗ.