Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Вулама юратакансем уйӑхра пӗрре пухӑнса пӗр-пӗр авторӑн кӗнекине сӳтсе явасси, шухӑш-кӑмӑлӗсене пӗлтересси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Клуба ҫӳрекенсем пӗр-пӗринпе лайӑх паллашса-туслашса ҫитрӗҫ, калаҫусем хӗрӳллӗрех те кӑсӑклӑрах иртеҫҫӗ, хускатакан ыйтусем – анлӑрах та ҫивӗчрех.

Хальхи тӗл пулӑва паллӑ чӑваш прозаикне Юрий Скворцова халалларӗҫ. Унӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫӗ никама та туйӑмсӑр хӑвармарӗ. Сӑнарлӑ, сӗткенлӗ чӗлхепе ҫырнӑ хайлав чӑваш чӗлхин вӗҫӗмсӗр пуянлӑхне тепӗр хут кӑтартса пачӗ. Автор ахаль ҫын курманнине асӑрхама, вак-тӗвек япалара илем курма пултарни чӑн-чӑн ӑсталӑх пулнине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Тӗп сӑнар Тамара Голубева пурнӑҫ ҫулӗнчен йӑнӑш пӑрӑнса пысӑк инкек патне ҫитме пултарни пурне те шухӑшлаттарчӗ. Камӑн айӑпӗ кунта? Ҫемьен, шкулӑн, саманан? Ҫак тата ытти чылай кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсем ҫине хурав тупма тӑрӑшрӗҫ вулакансем.

Пӗтӗмӗшле илсен лару ҫавра сӗтел хушшинче туслӑ йышпа иртрӗ. Ҫитес ларӑва ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ун чухне вара клуб модераторӗн, пултаруллӑ драматургӑн, юптаруҫӑн, ҫыравҫӑн Владислав Николаевӑн калавӗсене тишкерӗҫ. Кӑмӑл пуррисене «Варкӑш» клуб йышне хутшӑнма хапӑл тӑватпӑр. Ыйтса пӗлмелли телефон 23-02-17, хуш. 145.

Ольга Тимофеева