Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫӗнӗ ларӑва пухӑнчӗҫ. Ҫавра сӗтел хушшинче чӑвашла вулама юратакансем Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑн «Чӑлах пуканесем» кӗнекине кӗнӗ калавсене тишкерсе тухрӗҫ. Ольга Австрийская (Иванова) ҫырас ӑсталӑхне шкулта чухнех туптама пуҫланӑ. Ҫураласса пултаруллӑ калем ӑсти Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче çуралнă, тăван ялăнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Халĕ Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакторӗнче вăй хурать. 2006 ҫулта Ольга Михайловна Вӑрнар район ентешлӗхӗн Иван Ивник ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ ятне илме тивӗҫ пулнӑ.

«Чӑлах пуканесем» кӗнеке ал ҫырӑвӗ — «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республикӑри ҫамрӑк авторсен литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи. Ҫыравҫӑ хайлавӗсенче юратупа кӳренӳ, савӑнӑҫпа хурлӑх, шанӑҫа ҫухатнипе малалла ӑнтӑлни юнашар пыраҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен клуб пайташӗсем Ольга Австрийскаян пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ, литература ӗҫӗнче ҫӗнӗ утӑмсем тума хавхалану, вӑй-хал сунчӗҫ. Владислав Николаев ҫыравҫӑ шухӑшӗпе «Ольӑн калавӗсем – чун калавӗсем». Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Кошкина та ҫакна ҫирӗплетет:  «Авторӑн кашни калавӗ чуна пырса тивет, кашни калавӗ пирки калаҫас килет». Екатерина Якимова литературовед вара хайлавсен лайӑх енӗсене кӑна мар, ҫитменлӗхӗсене те уҫса пама тӑрӑшрӗ. «Сӑнарсем аван, танлаштару лайӑх пулать, чӗлхӳ сӑнарлӑ. Ҫапах та хӑш-пӗр хайлавсенче мӗн каласшӑн пулнине ӑнланмарӑм. Конфликт ҫитмест», — ӑнлантарчӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Кӗнекене сӳтсе явас ӗҫре студентсем те хастар хутшӑнчӗҫ, хӑйсене мӗн килӗшнипе килӗшменнине пӗлтерчӗҫ. Ольга Австрийская кашнин шухӑшне тимлесе итлерӗ, шута илчӗ.

Ҫитес тӗл пулу вӑл ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ, ӑна Надежда Ильина пултарулӑхне халаллӗҫ.

Ольга Тимофеева