Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ҫыравҫӑн, журналистӑн Владимир Кузьминӑн литература каҫӗ иртет. Уява автор литературӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унтах Владимир Прокопьевич ҫӗнетсе кӑларнӑ «Тымар» романӑн презентацийӗ иртӗ.

Владимир Порокопьевич Кузьмин ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен Хурӑнсур Ҫармӑс ялӗнче ҫуралнӑ, икӗ аслӑ шкул пӗтернӗ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен союзӗн (1960), Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ (1992) тата А. Талвир, Ҫ. Элкер, И. Ивник ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Тӑван ялӗнче Владимир Прокопьевич ячӗпе урам ятне панӑ.

Владимир Кузьмин пултаруллӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ. Вӑл 30 яхӑн кӗнеке авторӗ. Романсемпе очерксем Вӑрнар ҫӗрӗпе тата ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ. «Тымар» ятлӑ роман та ҫак шута кӗрет.

Кӗнекере автор чӑваш ялӗн, хресченӗн, интеллигенцийӗн пурнӑҫӗ ҫур ӗмӗр хушшинче мӗнле аталанса, ҫӗнелсе пынине анлӑн сӑнарланӑ. Тӗнче вут-ҫулӑмӗнче нумай ӗмӗр хушши аталанса тӗрекленнӗ чӑваш хӑй ҫуралнӑ ҫӗрӗ ҫинче ырӑлӑхшӑн, этем телейӗшӗн кӗрешет, тӑван ҫӗршыв тӗрекӗшӗн вӑйне-халне шеллемест, инкек-синкекне парӑнтарса малаллах талпӑнать, йывӑрлӑха ҫӗнтерсе хӑйӗн илем тӗнчинче ырӑ кӑмӑл-туйӑмӗпе ӑслӑн, пултаруллӑн пуянлатать.

Роман вӗренекенсемпе вӗрентекенсемшӗн, чӑваш ялӗнчи хресченсен тата интеллигенцийӗн пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакан вулавҫӑна интереслӗ.

Авторӑн паллӑрах кӗнекисем: «Тымар», «Çăлкуç», «Картлашка», «Мыскарасем», «Виçĕ юман», «Чувашская красавица», «Аттесен çулĕпех», «Илем çăлтăрĕсем», «Юрату кăварĕ», «Тутлă-йÿçĕ мунчара», «Тамăк хуранне вăрлани» тата ыт. те.

Уяв каҫӗ юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 201 пӳлӗмре 13.00 сехетре пуҫланать.

Сире хапӑл туса кӗтетпӗр.