Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура ӗҫченӗсен пӗр пысӑк ушкӑнӗ Чӗмпӗр тӑрӑхне – Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш ялне ҫитсе курчӗ. Делегаци йышӗнче чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн председателӗ Геннадий Максимов, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова, Людмила Сачкова, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, Роза Степанова юрӑҫ, Чӑваш Республикин наци библиотекин ӗҫченӗ Ольга Величко пулчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ тӗл пулу Совет Союзӗн Геройӗ Н.Г. Князькин ячӗллӗ Кивӗ Улхашри вӑтам шкулта иртрӗ. Ҫыравҫӑсем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллаштарчӗҫ, сӑввисене, хайлавӗсен сыпӑкӗсене вуларӗҫ, кӗнекесем парнелерӗҫ. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗ Роза Степанова шӑрантарнӑ илемлӗ юрӑсем кашнин кӑмӑлне ҫавӑрчӗҫ. Шкул ачисем те парӑмра юлмарӗҫ, хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Унсӑр пуҫне шкулта чӑваш тум-тирӗн тата вырӑнти ал ӗҫ ӑстисем тунӑ капӑрлӑх хатӗрӗсен куравне йӗркеленӗ.

Мероприятие Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем, чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсем — Анатолий Юман, Валентина Тарават, Николай Ларионов, Елена Мустаева, Елена Алексеева, Нина Васильева т.ыт. те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫакӑн йышши тӗл пулусем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма, чӑваш халӑхӗн чӗлхипе пуян культурине сыхласа хӑварма пулӑшаҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма хавхалантараҫҫӗ. Интернетра вырнаҫтарнӑ Чӑваш Республикин наци библиотекин таврапӗлӳ енӗпе хатӗрленӗ электронлӑ ресурсӗсем ҫинчен каласа пани те мероприятие хутшӑнакансем валли усӑллӑ пулчӗ. Уяв вӗҫӗнче хӑнасем Кивӗ Улхашри  библиотекӑна тата Чӗмпӗр хулинчи ҫӗнӗрен уҫӑлакан халӑх библиотекине кӗнеке пуххисем парнелесе хӑварчӗҫ.