Февралӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче поэт, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Василий Гаврилович Кервенӗн «Чун ҫырӑвне вулаттарать поэт» пултарлӑх каҫӗ иртет. Ӑна ҫыравҫӑн 70 ҫулхи юбилейне халалланӑ.

Уявра автор «Аслати чечекӗ» ятлӑ кӗнекепе паллаштарӗ. Кӗнеке нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курчӗ. Унта повеҫсемпе калавсем, тата тӗрленчӗксем кӗнӗ. Хайлавсенче автор тӗрлӗ ыйту хускатать, ҫутҫанталӑк пирки манмасть.

Авторӑн пултарулӑх каҫне тата ҫӗнӗ кӗнекепе паллашма «Чӑваш кӗнеки» центрне йыхравлатпӑр. Уяв 201 пӳлӗмре иртет, 15.00 сехетре пуҫланать.

Автор ҫинчен кӗскен:

Василий Кервен – Чӑваш Респуликин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Трубина Мархви ячӗллӗ премии лауреачӗ, журналист. Вӑл 1987 ҫултанпа СССР (халӗ РФ) писательсен союзӗ членӗ.

Кервен (Кошкин) Василий Гаврилович 1949 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнче ҫуралнӑ, Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Тӗрлӗ ҫулсенче «Пионер сасси» хаҫатра, «Хатӗр пул», «Тӑван Атӑл» журналсенче, профессиллӗ писательсен союзӗнче ӗҫленӗ. Вун пилӗк ҫул ытла Шупашкарти кооперации институчӗнче доцент пулса вӑй хунӑ.

Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн РСФСР Писательсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.