Чӑваш Республикин наци библиотекинче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ ҫыравҫӑн, поэтӑн, журналистӑн Василий Гаврилович Кервенӗн 70 ҫулхи юбилейне халалланӑ тата «Аслати чечекӗ» ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа литература каҫӗ иртрӗ.

Фоторепортаж

Василий Гавриловича саламлама тӑванӗсем, тус-юлташӗсем тата унӑн пултаруллӑхӗпе кӑсӑкланакансем пухӑнчӗҫ.

Мероприяти Василий Кервен сӑвви тӑрӑх ҫырнӑ, Анатолий Никитин кӗвӗленӗ «Янташ» ушкӑнӑн репертуарӗнчи «Хура хурӑн» юрӑпа пуҫланчӗ. Сумлӑ юбилей ячӗпе кӗреке хуҫине профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Максимов саламларӗ, чӑваш литературинчи пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ.

Филологи наукисен докторӗ Юрий Артемьев ҫакна палӑртрӗ: «Аслати чечекӗ» кӗнекене пӗр кун хушшинчех вуласа тухрӑм. Вӑтам классенчи шкул ачисем валли усӑллӑ кӗнеке. Ҫамрӑксен пурнӑҫне, ялти пурнӑҫа, ҫут ҫанталӑка тӳррӗн кӑтартнӑ. Ҫунатлӑ сӑмахсемпе те усӑ курнӑ».

Кӗнеке редакторӗ Ольга Австрийская повеҫсемпе тӗрленчӗксемпе пуринчен малтан паллашма тӳр килнӗшӗн хӗпӗртенине, хайлавсене ҫамрӑксем ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнине пӗлтерчӗ.

Николай Максимов ҫыравҫӑ, журналист шучӗпе «кӗнекере биографиллӗ материалсем чылай. Ытти писательсем тӗкӗнмен ыйтусене те хускатнӑ».

Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, Василий Гаврилович монологсемпе тата диалогсемпе ӑста ӗҫленине палӑртрӗ.

Атнер Хусанкай, критик, литературовед, Николай Осипов, филологи наукисен кандидачӗ, Валерий Алексеев, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ, Владимир Степанов, ҫыравҫӑ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ыттисем Василий Кервен пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ, юбиляра ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану, телей сунчӗҫ.

Ҫӗнӗ кӗнекене повеҫсемпе тӗрленчӗксем кӗнӗ. Хӑшӗ-пӗрисене Василий Гаврилович чылай ҫул каялла ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, «Йӑмӑкӗ» ятлӑ повеҫе автор И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ чухне ҫырнӑ, «Ҫухату» повеҫе хайланаранпа вара 40 ҫул та иртнӗ.

Уяв хаваслӑ лару-тӑрура иртрӗ, вӗҫӗнче хӑнасем асӑнмалӑх-савӑнмалӑх пӗрле тӑрса сӑн ӳкерӗнчӗҫ.