Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ.

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ. Хальхинче Улькка Эльмен паллă çыравçăн «Сарă кĕпе» кăларăмне тишкерсе тухрĕç. Тĕлпулӑва хайлав авторӗ Ольга Геннадьевна та хутшӑнчӗ. Унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2015 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Хайлаври тĕп сăнар – аслă класра вĕренекен Даша – чухăн çемьере ÿсет. Амăшĕн тăрăшуллă та ĕçчен хĕрачана вăрçмалли сăлтав тупăнсах тăрать. Асламăшĕ çеç Дашăшăн чун ăшши пулса тăрать кил-йышра.

Пĕррехинче хĕре ялти лавккара тин çеç сутлăха илсе килнĕ сарă кĕпе кăмăла каять, Даша валлиех çĕленĕ тейĕн. Анчах ашшĕпе амăшĕ туянса памĕç ăна – çакна хĕр аван пĕлет. Çамрăкскере куç хывнă каччă ырă сунса çак кĕпене хăех туянать те сутуçă урлă парне пек парать. Дашăпа пĕрле вĕренекен хĕрсем çак пулăма тĕпе хурса тантăшĕ пирки усал сăмах сараççĕ…

Тĕлпулура автор хайлав епле çуралнине каласа пачĕ: «Ку – чăн пулнă истори, – терĕ Ольга Геннадьевна. – Паллах, пĕр çын шăпи çеç мар кунта, пурнăçра тĕл пулакан тĕрлĕ çын историне итленĕ-пĕлнĕ хыççăн сăнар калăпланать».

Повесть пурин кăмăлне те кайни палăрчĕ, кашнинех хăйне валли чуна çывăх самантсене тупса палăртрĕ. «Эпĕ вĕрентекен пулнă май пурнăçра кĕнекери пек чылай сăнарпа тĕл пулнă. Çыравçă çамрăксен кăмăл-туйăмне, пăшăрханăвне тĕрĕс уçса панă, кирек хăш вăхăтри яш-кĕрĕмшĕн те вырăнлă ыйтусене хускатнă. Хăш-пĕр саманта вуланă чух куççуль те тухрĕ», – палăртрĕ Раиса Воробьева сăвăç.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Иванова та çамрăксем хушшинчи кăткăс хутшăнусем кăмăла кайнине каларĕ. Наци библиотекинчи «Чăваш кĕнеки» центрта ĕçлекен Ольга Тимофеева питĕ тишкерÿллĕ куçпа шĕкĕлченĕ повеçе. Ĕçсем хăш вăхăтра пулса иртнине те тимлĕх уйăрнă вăл, сăнарсен пурнăçне тĕрлĕ енчен пăхса тухнă. «Хайлава çăмăл чĕлхепе çырнă, диалогсем тăтăшах тĕл пулни ăна чĕрĕлĕх кĕртет», – терĕ вăл.

Тĕлпулу вĕçленсен кашниех çыравçа интереслентерекен ыйтăва пачĕ, сюжет, хайлав ячĕсем епле çурални пирки тата ыттине те ыйтса пĕлчĕ.

Çитес тĕлпулу ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртĕ. Унта Микул Ишимбайăн «Тăрачул» кĕнекине пăхса тухĕç. Вăл 2017 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ.

Ҫӑлкуҫ: Чӑваш кӗнеке издательстви