Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртет. Ҫитес тӗл пулӑва Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ. Вуласа килмелли хайлав:  Юрий Сементер «Мамай сӑртламӗ: сӑвӑ ярӑмӗ». Ку хайлавра чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ хамӑр сӑвӑҫсен сӑнарӗсене пӗр ҫӗре пухать, ҫав паттӑрсен сӑнарӗсем урлӑ ҫӗр-шывӑмӑр чысӗпе хакӗ ҫинчен, поэзи, тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ ҫинчен сӑмах хускатать.

Хайлавӑн электронлӑ версийӗ

Лару конференц-залра (137 пӳлӗм) 18.00 сехетре пуҫланать.

Чӑваш литературине юратакансене «Варкӑша» йыхравлатпӑр!