Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине сӳтсе яврӗҫ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӑн 2019 ҫулхи 2-мӗш номерӗнче пичетленнӗччӗ. Хайлава чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ сӑвӑҫсене халалланӑ. Пӗринпе автор хӑй калаҫать пулсан, тепӗр сӑввине вӑрҫӑра тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ сӑвӑҫ ятӗнчен ҫырнӑ. Вулакансем поэмӑра вӑрҫӑра пуҫ хунӑ Иван Викторов (1901-1944), Марк Аттай (1905-1942), Андрей Петтоки (1905-1942), Илле Думилин (1911-1942) тата ытти сӑвӑҫсемпе паллашма пултараҫҫӗ.
Тӗлпулура Юрий Семенович поэма еплерех ҫурални ҫинчен каласа пачӗ: «Хӑй вӑхӑтӗнче вӑрҫӑра пулнӑ ҫыравҫӑсем пирки Герольд Лукоянов ҫырнӑччӗ, эпӗ ӑна редакциленӗччӗ. Ҫак темӑпа ҫырас тесе унчченех шутланӑччӗ, пӗлтӗр, чылай тӗпченӗ хыҫҫӑн, шӑпах ҫак «Мамай сӑртламӗ» хайлавпа ӗҫлерӗм. Унта сӑвӑҫсене ҫеҫ кӗртрӗм. Паллах, пурте Сталинград патӗнчи ҫапӑҫура вилмен, ҫапах та чылай ҫул иртсен вӗсене Мамай сӑртламӗ тавра пуҫтарас терӗм. Поэмӑн тӗп тӗллевӗ – вӑрҫӑра пулнӑ ҫыравҫӑсене асра тытасси».
Литература клубне пуҫтарӑннисем – хальхинче унта паллӑ ҫыравҫӑсем, журналистсем, вӗрентекенсемпе музей ӗҫченӗсем пулчӗҫ – поэмӑна пысӑк хак пачӗҫ, унӑн пӗлтерӗшӗ паянхи вулакансемшӗн, ҫамрӑк ӑрушӑн уйрӑмах пысӑк пулнине палӑртрӗҫ.
«Юрий Семенович мана вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ ҫӗнӗ хайлав пуррине пӗлтерсен эпӗ савӑнсах кайрӑм, ӑна чӑтӑмсӑррӑн кӗте пуҫларӑм. Ал ҫырӑва вулласа тухсанах ҫу уйӑхӗччен кӗтес темерӗм, нарӑс уйӑхӗнчи номерте пичетлерӗм. «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑранпа чылай материалпа паллашатӑп, вӗсенчен иккӗшӗ куҫҫуль кӑларчӗҫ: пӗрремӗшӗ – Николай Ларионов Надежда Сандркина спортсменка тата унӑн амӑшӗ пирки хатӗрленӗ «Ӳте тӑвар касать, кроссовки юнпа тулнӑ» интервью тата тепри акӑ – Юрий Семенович ҫырнӑ «Мамай сӑртламӗ» поэма. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитсен те ун пирки мӗн тери пуян та тӗрӗс ҫырса пама пултарнӑ эсир, Юрий Семенович, текен шухӑш явӑнчӗ пуҫра», – уҫса пачӗ кӑмӑлне «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн председателӗ Лидия Филиппова.
Геронтий Никифоров вара «Мамай сӑртламӗ» поэмӑри Иван Викторов сӑвӑҫ пирки пуян материал пухса килнӗ. Ахальтен мар ку. Сӑвӑҫ унӑн тӑван ялӗнчен, Ҫӗрпӳ районӗнӗчи Хурамал Туҫаран пулнӑ иккен. И. Викторов тӑванӗсен аса илӗвӗсене те хатӗрленӗ вӑл.
«Варкӑшра» кашниех поэмӑри чуна пырса тивнӗ сӑвва вуласа пачӗ. «Юрий Семенович ҫак поэмӑпа вӑрҫӑра пуҫ хунӑ поэтсене палӑк лартрӗ», – палӑртрӗ Ольга Тургай сӑвӑҫ.
Ольга Фёдорова, Чӑваш кӗнеке издательстви