Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинчи «Варкӑш» литература клубӗ ҫуллахи кану хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ. Чӑваш литературине кӑмӑллакансем ҫитес ларура Василий Эктелӗн «Хурӑн ҫырли уҫланки» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть кун ҫути курчӗ. Ӑна пухса хатӗрлекенӗ – Борис Чиндыков ҫыравҫӑ. Кӗнекене Василий Эктелӗн тӗрлӗ ҫӗрте пичетленнӗ юрату калавӗсемпе повеҫӗсем кӗнӗ.

Василий Эктел – тӑван литературӑра тӗрлӗ жанрта ӗҫленӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑ: вӑл сисӗмлӗ поэт та, тарӑн публицист та, хӗрӳ литература критикӗ те, ача-пӑча ҫыравҫи те, художниксем пирки чылай статья ҫырнӑ сумлӑ художество критикӗ те. Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл тата – илемлӗ проза, темиҫе роман, повесть, чылай калав авторӗ. Ытти прозаиксенчен вӑл чи малтанах юрату ӑнтӑлӑвӗ, юратакан е юратушӑн ҫунакан чӗресен асапӗпе киленӗҫӗ ҫинчен ӗненмелле те уҫҫӑн ҫырса кӑтартнипе уйрӑлса тӑрать.

Литературӑпа кӑсӑкланакан, хайлавсем ҫыракан пултаруллӑ ҫамрӑксене литература клубӗн ларӑвне йыхравлатпӑр, унӑн ӗҫне хастар хутшӑнма чӗнетпӗр.

Лару библиотекӑн конференц-залӗнче (137- мӗш пӳлӗм, 1 хутра) 18.00 сехетре пуҫланать.

Пӗлсе тӑма:

«Варкӑш» литература клубӗ 2017 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗсем: чӑваш литературин паха тӗслӗхӗсене халӑх хушшинче анлӑ сарса вулакансене чӑваш чӗлхипе литературине юратма, хисеплеме вӗрентесси, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашла нумайрах вулама хавхалантарасси, чӑвашла тӗрӗс те хитре калаҫма хӑнӑхтарасси, кӗнеке урлӑ вулакансен тавракурӑмне, пӗлӳ тата культура шайне ӳстересси.

Клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене сӳтсе яваҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ, ҫыравҫӑсен пултарулӑхне тишкереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ.