Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Анатолий Хмытăн «Тĕлленмен тĕлĕк» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Пултарулăх каçне поэтсемпе прозаиксем, ăсчахсемпе критиксем, преподавательсемпе журналистсем, Анатолий Дмитриевичăн ентешĕсемпе çывăх тăванĕсем тата юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Кăларăм çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курчĕ. Унта пурнăçра пулса иртнĕ ĕç-пуçа сăнласа панă повеçсемпе калавсем кĕнĕ.

Тӗплӗрнех