Чӑваш Республикин наци библиотекине тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки килсе ҫитрӗ. Поэтӑн хайлавӗсем чӑвашла халиччен пичетленменчӗ-ха. Кӗнекене пултаруллӑ сӑвӑҫӑн тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла куҫараканӗ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай.
Бахытжан Мусаханович Канапянов – Казахстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн секретарӗ, Семипалатинскри Шакарим ячӗллӗ патшалӑх унивеситечӗн хисеплӗ профессорӗ, Кокшетау хулин хисеплӗ гражданинӗ, Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, нумай сумлӑ премисен лауреачӗ.
Ку хыпара эсир вырӑсла вулама пултаратӑр.