Чăваш Республикин наци библиотеки Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне ирттерет. 

Унăн тĕллевĕ наци литературин чи паха тĕслĕхĕсене палăртса анлă сарасси, вулакансен, вулавăшсен хастарлăхне ӳстересси. Референдум тапхăрĕнче вулакансем «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайтра кăмăла кайнă кĕнекешĕн/хайлавшăн сасăлама пултараççĕ. «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи» электронлă коллекцине 100 чăваш çыравçин чи пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсене вырнаçтарнă, вăл шутра Констнтин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петӗр Хусанкайăн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин, Çемен Элкерĕн, Юрий Сементерĕн, Хӗветер Уярăн, Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Ева Лисинан тата ытти паллă çыравçăсен кенекисем. Пухăма 18 ĕмĕр варринчен пуçласа 21 ĕмĕр таран тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литература, популярлă ăслăлăх литератури кĕнĕ.

«Çĕрçуллăхри чи килĕшнĕ кĕнеке» ята чи нумай сасă пухнă хайлав тивĕçĕ.

Ку хыпара эсир вырӑсла вулама пултаратӑр.