Чăваш Республикин наци библиотеки Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи илемĕ сăвăра» акци ирттерет. Унта хутшăнас текенсен чăвашла сăвă суйласа илсе вуламалла, видеоролик çырса социаллă тетелсенче ятарлă хештегпа (#люблючувашский)  вырнаçтармалла е kray@nbchr.ru электрон адреспа ярса памалла. Вулакансем хăйсем шăрçаланă сăвăсемпе, юратнă поэтсен хайлавĕсемпе паллаштарма пултараççĕ. Сăмах май, вуламалли сăвва суйласа илес ĕçе çăмăллатма сире валли эпир чăвашла сăвăсен пуххине хатĕрлерĕмĕр. Вĕсем пурте Чăваш Республикин электронлă библиотекинчи кĕнекесенчен. Видеороликсене вырнаçтарнă чухне сăввăн ятне, авторне кăтартмалла, кăмăл пулсан – хăвӑр ҫинчен те палăртса хăварма пултаратăр (ята, хушамата, ăçта ĕçленине, вĕреннине).

Анкетăна тултаракансем вара акцине хутшăннине çирĕплетекен электронлă сертификата тивĕçĕç.

Чăваш чĕлхине сăвапласа=Стихи о чувашском языке

Чăвашла çырнă сăвăсем

Ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсем