Çак кунсенче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул тата чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Раççей халăхĕсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» III фестивалĕ иртет.

Эпидемипе çыхăннă лару-тăру кăткăс пулнине шута илсе кăçал  фестивале онлайн мелĕпе йĕркеленĕ, ăна Чăваш ен наци телевиденийĕн эфирĕнче, Чăваш Республикин наци библиотекин YouTube каналĕнче, социаллă тытăмсенче кăтартма палăртнă.

Фестивале йĕркелес ĕçе Национальноçсен ĕçĕсен федераллă агентстви,  Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе Чăваш Республикин наци библиотеки туса пырать. Унăн тĕллевĕ – Раççейре пурăнакан халăхсен наци культурине сыхласа хăварасси, нацисен хутшăнăвне çирĕплетесси.

Раççей халăхĕсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» пĕрремĕш фестивалĕ 2018 çулхи çу уйăхĕнче иртнĕччĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, чăваш культурин патриархĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă пулнă. Çав тапхăрта Шупашкар хули Мускавран, Тутар, Мари, Мордови, Дагестан, Коми Республикисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен килсе çитнĕ пултаруллă сăвăçсемпе прозаиксемшĕн литературăн тĕп хули пулса тăчĕ. Иккĕмĕш фестивале хутшăнакансене вара пултарулăх тĕл пулăвĕсем, кĕнеке хăтлавĕсем, поэзи перфомансĕсем, куравсем, куçару ыйтăвĕсемпе çыхăннă ăсталăх лаççисем кĕтрĕç. Поэзи уявне 150 ытла çын – вăл шутра Пушкăрт, Коми, Мари, Кабардино-Балкари, Мордови, Чечен, Чăваш Республикисенчен, Аçтăрхан, Мускав, Питĕр, Тольятти хулисенчен паллă поэтсем, Шупашкарти культурăпа ӳнер, литература ĕҫченĕсем хутшăнчĕç.

Кăçал фестивалĕн тĕп пулăмĕсенчен пĕри вăл – «Пĕрле» поэзи кăшăлĕ пулĕ. Унта Алтай тăрăхĕнчи, Пушкăрт, Карели, Коми, Мари, Мордови, Тутар, Кабардино-Балкари, Хакаси, Чечен, Удмурт, Якути, Чăваш Республикисенчи, Ханты-Манси автономи округĕнчи тата ытти регионсенчи поэтсен сăввисем янăрĕç. Поэзи кăшăлне Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пырĕ. Ăна Наци телевиденийĕн эфирĕнче ҫурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче курма пулĕ.

Раççей халăхĕсен литературинчи поэзи вырăнне, поэтикăлла шухăшлав тата  чĕлхе хăйевĕрлĕхне, сăнарсен уйрăмлăхĕсене «Раççей халăхĕсен наци поэзийĕн хăйевĕрлĕхĕ» çавра сĕтелре сӳтсе явĕç. Калаҫăва паллă калем ăстисем – Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Елена Нарпи хутшăнĕç.

Унсăр пуçне Фестиваль тапхăрĕнче текстпа, сăмахпа, шухăш тĕшшипе ĕçлеме вĕрентекен икĕ ăсталăх лаççи ирттерме тĕв тунă.

Пултаруллă поэт, прозаик, драматург, тележурналист, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕҫченĕ Марина Карягина палиндромсем ăсталама вĕрентĕ, Дмитрий Воробьев сăвăç, куçаруçă, философ вара сыпăклă анаграммăсене тимлĕх уйăрĕ.

Поэзи фестивалĕн тепĕр пулăмĕ – Инна Бритвина ӳнерçĕ, педагог, культурологи наукисен кандидачĕ ирттерекен «Ӳнерсен пĕрлĕхĕ» поэзипе ӳнер перфомансĕ. Ку проект – хальхи искусствăн çĕнĕ юхăмĕ, вăл чĕрĕ экспериментпа тата импровизаципе тӳрремĕн çыхăннă.

Ăсталăх лаççисене хутшăнас текенсен (8352) 23-02-17 (хушма 140, 144) телефон номерĕпе маларах çырăнса хумалла. Хыпарсемпе Наци библиотекин сайтĕнче тата Youtube каналĕнче, Наци телерадиокмпанийĕн эфирĕнче, социаллă тытăмсенче паллашма пулать.