Раççейри халăхсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» III фестивалĕн тапхăрĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Раççей халăхĕсен наци поэзийĕн хăйевĕрлĕхĕ» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Ытти çулсенчи пекех Фестивале Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви тата Чăваш Республикин профессионал писательсен пĕрлĕхĕ пулăшнипе Наци библиотеки йĕркелерĕ. Унăн тĕллевĕ – Раççейре пурăнакан халăхсен наци культурине сыхласа хăварасси, наци литературисен хутшăнăвне çирĕплетесси.
Çавра сĕтел ĕçне паллă калем ăстисем – Юрий Сементер, Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Светлана Гордеева, Анатолий Кипеч хутшăнчĕç. Поэзи Раççей халăхĕсен литературинче яланах малти вырăнта тăнă. Чылай наци авторĕсем çĕршыв е тĕнче шайĕнче шăпах хăйсен сăвăлла хайлавĕсемпе палăрнă. Уява хутшăнакансем Раççей халăхĕсен литературинчи поэзи вырăнне, Атăл тăрăхĕнчи халăхсен йăлисене, поэтикăлла шухăшлавĕпе чĕлхе хăйевĕрлĕхне, сăнарсен уйрăмлăхĕсене тата ытти чылай кăсăклă ыйтăва сӳтсе яврĕç.
Поэзие кăмăллакансемшĕн фестиваль тапхăрĕнче иртекен ытти мероприятием те кăсăклă пулĕҫ: «Пĕрле» поэзи кăшăлĕ, «Сыпăклă анаграммăсем» тата «Палиндромсем» ăсталăх лаççисем, «Ӳнерсен пĕрлĕхĕ» поэзипе ӳнер перфомансĕ.