Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче хаваслӑ лару-тӑрура «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне пӗтӗмлетрӗҫ. Акцие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Фоторепортаж

Референдум тапхăрĕнче вулакансем «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайтра кăмăла кайнă кĕнекешĕн/хайлавшăн сасăлама пултарчӗҫ.

«Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине» 18-мӗш ĕмĕр варринчен пуçласа 21-мӗш ĕмĕр таран тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литература тата популярлă ăслăлăх литератури кĕнĕ, вăл шутра Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петӗр Хусанкайăн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин, Çемен Элкерĕн, Юрий Сементерĕн тата ытти паллă çыравçăсен кӗнекисем. Хайлавсем ҫынлӑх идейисене, истори тата культура йӑлисене, Чӑваш ен аталанӑвне уҫӑмлӑн кӑтартса параҫҫӗ.

Референдумра 5000 ытла ҫын хӑйӗн сассине килӗшнӗ кӗнекешӗн пачӗҫ. Сасӑлава хутшӑнакансем Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен пулчӗҫ: Чӑваш, Тутар, Мари, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар, Красноярск, Тӗмен, Мускав облаҫӗсенчен, Ямал-Ненец автономи округӗнчен, унсӑр пуҫне Мускав, Хусан, Тӗмен, Ӗпхӳ, Чӗмпӗр, Ростов, Иваново хулисенчен.

Уявра ҫӗнтерӳҫӗ ятне Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова тата паллӑ ҫыравҫӑ, драматург, журналист Владислав Николаев пӗлтерчӗҫ. Чи нумай сасӑ (1271) пухса «Ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» ята чӑваш халӑх писателӗн Александр Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗ тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне илме писателӗн хӗрӗ Александра Артемьева тухрӗ. Александра Александровна Чӑваш Республикин наци библиотекине ҫак акцие пуҫарса янӑшӑн, пултаруллӑ писателӗн эткерне сыхласа хӑварас тӗлӗшпе нумай ӗҫленӗшӗн ӑшшӑн тав турӗ.

«Саламписӗр» пуҫне чи килӗшнӗ 10 кӗнеке шутне тата ҫак хайлавсем кӗчӗҫ: К. Иванов «Нарспи», Л. Агаков «Ылтӑн вӑчӑра» тата «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ», Г. Волков «Кил илемӗ», «Юманпа Хӗвел», Илпек Микулайӗ «Хура ҫӑкӑр», Н. Мранька «Ӗмӗр сакки сарлака», В. Элпи «Пулас кинсем», Г. Орлов «Вутри юрату», Трубина Мархви «Ача чухнехи».

Республикӑри вулавӑшсем тӗрлӗ енлӗ мероприятисем (литература урокӗсем, куравсем, тӗлпулусем) ирттерсе акцие хастар хутшӑнчӗҫ, референдума халӑх хушшинче сарассипе чылай ӗҫлерӗҫ. Ку енӗпе уйрӑмах Шупашкар, Тӑвай, Йӗпреҫ районӗсен библиотекисем пысӑк пуҫарулӑх кӑтартрӗҫ, уявра вӗсен ертӳҫисене Тав хучӗпе тата паха парнесемпе чысларӗҫ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Эмилия Назарова «Салампи» хайлавӑн сыпӑкне витӗмлӗ вуласа уява чӑн-чӑн илем кӳчӗ.

Чӑваш Республикин наци библиотеки «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне хутшӑннисене тав тӑвать, чӑваш литературин паха тӗслӗхӗсемпе паллашма «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайта йыхравлать.

Вырӑсла