Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» романне сӳтсе яврӗҫ. Анчах та хальхинче кашниех килтен тухмасӑр хутшӑнчӗ – романпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑлне «Вконтакте» социаллӑ тетелри «Варкӑш: варкӑшсам!» ятарлӑ калаҫура (беседа) ҫырса ячӗ.

Нелли Петровскаян «Тухамтӑш» романӗ икӗ кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗшӗ 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Пӗтӗм ӗҫ-пуҫ Минке тӗп сӑнар тавра ҫаврӑнать. Ҫылӑхлӑскер чылай терт-нуша витӗр тухать, тухатма пӗлнишӗн унӑн чунӗ асапланать. Ҫылӑха каҫарас тесен унӑн ҫӗнӗрен ҫуралса пурнӑҫа тепӗр хутчен пурӑнса ирттерме тивет.

Иккӗмӗш кӗнекере (вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче 2016 ҫулта пичетленнӗ) ҫирӗм ҫултан Варварин хитре хӗрача ҫуралать. Ȧс-тӑнӗпе тантӑшӗсенчен уйрӑлса тӑрать вӑл: шӑпах ҫакӑ инкек кӑтартать те ӑна. Иккӗмӗш кӗнекере те чылай тертленме тивет ҫӗр ҫине тепӗр хут килнӗ Минкен.

«Ку произведени чӑнах та нумайлӑха асра юлать. Мана икӗ кӗнеки те кӑмӑла кайрӗ. Хайлав тӑршшӗпех Минке сӑнарӗ хӑйӗнчен вӗҫертмест. Малтан ӑна шеллерӗм, унтан вӑл усалсемпе явӑҫнӑшӑн уншӑн кулянтӑм, кайран Минкене тарӑхма та пуҫларӑм. Анчах та роман вӗҫӗ маншӑн кӗтменлӗх пулчӗ», – тесе ҫырса ячӗ Н.Царыгина.

О.Тимфеева вара иккӗмӗш кӗнекине ӑнланма йывӑртарах пулнине пӗлтерчӗ. «Варкӑш» клубӑн хастар членӗ С.Константинова ҫак дилогипе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫапла пӗлтерчӗ: «Интереслӗ кӗнеке. Тен, эпир пурте ҫак Ҫӗр ҫине хамӑрӑн малтанхи ҫылӑхсене каҫарттарма килнӗ пуль».

Кашни кӗнекпе паллашнӑ хыҫҫӑн сӳтсе явмалли тупӑнатех. Ҫавӑнпа та чӑваш кӗнекисене юратакансене ҫак литература клубне хастартарах хутшӑнма чӗнетпӗр. Ҫитес тӗлпулура Николай Исмуковӑн «Кӗл айӗнчи кӑвар» ҫӗнӗ кӗнекине пӑхса тухма палӑртнӑ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ