Чăваш кĕнеке издательствинче Петр Сидоровăн (Петĕр Лаштай) «Паллă çынсемпе пĕрле» кăларăмĕ кун çути курчĕ.

«Паллă çынсемпе пĕрле» кĕнекери очерксемпе асаилӳсем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе паллаштараççĕ.

Хайлавсене Петр Петрович тĕрлĕ çулсенче çырнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăй вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, вулакансен пысăк хакне, ырă сăмахне тивĕçнĕ. Кăларăма республика кун-çулĕн уйрăм тапхăрĕн хăйне евĕрлĕ летопиçĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Кӗнекене кӗртнӗ очерксем:

  • Тӑван халӑхӑн паттӑр ывӑлӗсем. С. 4.
  • Генерал ӑсталӑхӗпе пархатарлӑхӗ, е Канаш тӑрӑхӗнчи кӑйкӑр : [Н. Ф. Гаврилов — генерал-лейтенант, Раҫҫей Геройӗ]. С. 29-34.
  • Тӗнчипе паллӑ ӑсчах — патӑрьелсемпе елчӗксен ентешӗ : [Х. М. Миначев — химик-академик, ученый]. С. 35-47.
  • Вӑрҫӑ хирӗнче тӗрекленнӗ : [Д. М. Моторкин — Аслӑ вӑрҫӑ участникӗ, военрук]. С. 48-58.
  • Патриарх пилленипе : [И. Я. Яковлев — просветитель]. С. 59-64.
  • Чи нумай пурӑнакансем – Пӑла тата Лаш тӑрӑхӗнче. С. 65-69.
  • Килсе курӑр Урай Макаҫне! — С. 70-77.
  • Ялти сукмакран — Олимп картлашки таран : [А.В. Игнатьев, В.С. Соколов, В.К. Львов, В.Я. Лаптев, Л.А. Прусакова — спортсменсем]. С. 78-93.
  • Самбо чӑваш халӑхӗн чапне ҫӳллӗрех шая ҫӗклет : [В.А. Белов, Л.П. Яковлева, С.В. Пегасов, В.С. Лоткова — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗсем]. С. 93-104.
  • Лекцисене академик вулать : [И. Н. Никитин — профессор, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ]. С. 105-110.

Кӗнеке редакторĕ – В. В. Степанов, ӳнерçи – Д. В. Литаврин. Кӑларӑмра Н. Зверевăн, С. Журавлевăн, С. Игнатьевăн, В. Романовăн, И. Клочковăн сăн ӳкерчĕкĕсемпе усă курнă. Очерк пуххи 1000 экземплярлă тиражпа тухнă. Ăна Аслă Çĕнтерӳ 75 çул тултарнине, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.