Кăрлачăн 21-мĕшĕнче, Чăваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче унта варкăшçăсем кăна мар, кушаксем те «хутшăнчĕç». Пĕрле пухăнма сăлтавĕ те пурччĕ – ларура Аркадий Казановӑн «Çăмас» кĕнекине сӳтсе яврăмăр. Вăл 2020 çулхи кĕркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Кăларăма «Çăмас (Кушак ылханĕ)» повесть тата тăватă калав кĕнĕ. Повеçе автор Шупашкарти килсĕр кушаксене халалланă.

Тӗплӗнрех