2021 ҫулта эпир И. Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫак пулӑмсене халалласа Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки тата И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсне ирттереççĕ. Унта Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренӳ учрежденийĕсен 7–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсем хутшăнма пултараҫҫӗ.

Конкурс 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Положени