Апрелӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса «Вулавкаҫӗ» ирттерет. Вӑл вуннӑмӗш хут иртет, ӑна ирттересси йӑлана кӗчӗ. 2021 ҫ. библиотекӑшӑн юбилей ҫулӗ – 150 тултарчӗ Наци вулавӑшӗ, ҫавӑнпа та вулавкаҫне анлӑрах та паллӑрах ирттерес тетпӗр.

Ҫак уява хутшӑнакансене тӗлӗнмелле, хӑйне евӗрлӗ вулав тӗнчипе паллаштарӑпӑр. Ку хутӗнче вулавкаҫӗн теми — космос пулӗ, ҫын пӗрремӗш хут космос уҫлӑхне вӗҫни 60 ҫул, ҫак паллӑ пулӑма палӑртса «библиотека — информаци космосӗ» ятпа ирттерме палартрӑмар уява. Ҫӗрлехи вӗҫевӗн космос карттине 40 ытла хастарлӑх кӗрӗҫ.

Библиотекӑн залӗсенче тӗрлӗ тӗлпулусем иртӗҫ: пӗрремӗш хут Республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленсе тӑракан Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем библиотекӑра театр вулавӗ ирттерӗҫ. Екатеринбург драматургӗ Роман Козырчиков ҫырнӑ «Вырӑс юмахӗ» пьесӑна вулӗҫ. Пьеса хальхи вӑхӑтри социаллӑ ҫивӗч ыйтусене ҫӗклет. Хурлӑхлӑ, хаяр саманана катартакан пьеса е кулӑшла юмах? Куракан хӑй хуравлӗ ҫак ыйту ҫине. Наци библиотекипе Ҫамрӑксен театрӗ пӗрремӗш хут кун пек проекта йеркелеҫҫӗ.  Унан тӗллевӗ — театрпа общественность хушшинчи диалога йӗркелесси, халӑха талантлӑ авторсен ячӗсене уҫса парасси. Камӑн артистсем пьесӑна вуланине итлеме, ҫак пулӑма сутсе явма хутшӑнас килет, тархасшан, кӑмӑл пур пулсан килсе итлеме, калаҫӑва хутшӑнма май пулӗ. 

Унсӑр пуҫне интереслӗ квест, тӗрлӗ ӑсталӑх-класӗсем, вӑйӑсем, викторинӑсем, поэзи декламацийӗсем, куравсемпе экскурсисем хатӗрлерӗмӗр. Экскурси тенӗрен, ҫак каҫ кӑна эпир хамӑрӑн вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарӑпӑр. Ытти чух кӗме юраман алӑксем уҫӑлӗҫ, пур ҫӗрте те килнӗ хӑнасене библиотека ӗҫченӗсем хайсен ӗҫӗпе паллаштарма хапӑл пулӗҫ. Хут тума та вӗрентӗҫ библиотекӑра, ятарлӑ пулӗмре тӗлӗнмелле мастер-шоу ирттерӗпер. Сирӗн куҫ умӗнчех ӑнланмалла мар пӑтранчӑк хутӑшран асамлӑ космос хут листи пулса тӑрать. Вӑл листа ҫине ҫырма та пичетлеме те пулать.

Миниатюрӑллӑ кӗнекесем ӑсталама пултаратӑр. Шахмат юратакан ҫамрӑксене шахмат турнирӗ кӗтет. Виктор Чугаров режиссер хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхи» фильмпа, Максим Китаев музыкантӑн «Пушкин SuperStar» поэзиконцерчӗпе, Елена Клементьевӑн «Чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхӗ» мастер-класӗпе, Космонавтика музейӗн куҫса ҫӳрекен чӑн-чӑн планетарипе паллашма май пулӗ. 

«Чӑваш чӗлхи» документлӑ фильмӑн премьера кӑтартӑвӗ иртет, унӑн авторӗ Виктор Чугаров ентешсемпе-чӑвашсемпе Ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ кӗтесре тӗл пулнипе хавхаланнӑскер, тӑван чӗлхе, унӑн пӗрлешӳллӗ вӑйӗ пирки калаҫу пуҫлать: «Фильмра эпӗ хамӑн тӑван республикӑпа мӑнаҫланнине тата тӑван чӗлхене кашнин пӗлмеллине, ăна тӗпчемеллине каласа пама тӑрӑшрӑм. Чӑваш чӗлхи асаттесен вӑйӗпе хӑватне парса тарать, этем ӑс-хакӑл аталанӑвӗ ҫине лайӑх витӗм кӳрет». Видеокамера объективне 35 герой лекнӗ.

Информаци навигаторӗсем — камсем вӗсем? Информаци космосӗн штурманӗсем, шӑпах вӗсем — пӗтӗм этемлӗх пуласлӑхӗ, мӗншӗн тесен «информаципе уса курма пӗлекен – тӗнчене тытса тӑрать». Паллах, хӑйне евӗрлӗ отряда лекес тесен, тӗрлӗ тупӑшу, ӑмӑрту, вӑйӑ заданийӗсене пурнӑҫламалла. Мала тухнисем информаци навигаторӗсен отрядне лекӗҫ, чаплӑ призсем илме тивӗҫлӗ пулӗҫ.

Вулавкаҫне хутшӑнакансен «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхе 150 ҫулта» курава ҫитсе курма май пур. Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн пулӑшаканӗсемпе пӗрле ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелесе яни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чӑваш чӗлхин алфавитне туни, ҫырулӑха ҫӗнетсе улӑштарни чӗлхене литература енчен якатса илемлетме май панă. Ҫакăнтан пуҫласа пурте ӑнланакан чӗлхепе вӗренӳре усă курма тата кӗнекесем кӑларма тытăннă. Куравра чӑваш ҫырулӑхне авалтан пуҫласа хальхи вӑхӑтри цифровизаци тапхӑрӗ таран кăтартнӑ. Ҫак курав шкул ачисемпе студентсемшĕн, вĕрентекенсемшĕн – пуриншĕн те усăллă пулӗ.

Ака уйӑхӗн 23 – 24 мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекине никӗсленнӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк форум йеркелетпӗр. Раҫҫей Федерацийӗн 8 регионӗнче ӗслесе пурӑнакан ӗҫтешсем килме кӑмӑл турӗҫ: Кемер, Пенза, Самар, Свердловск, Ульяновск облаҫӗнчен, Пушкӑртстан, Мари Эл, Тутарстан республикисенчен. Икӗ кун хушшинче библиотека ӗҫченӗсем чӑваш халӑхӗн культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас, библиотекӑсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. «Библиокаҫа» хутшӑнма та май пулӗ вӗсен.

Мероприятийӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлес текенсем библиотека сайтӗнче тӗплӗнрех информаци тупӗҫ.

Вулӑр, ҫӗнӗ хыпарсене асӑрхӑр, палӑртса хурӑр тата ҫывӑх туссемпе ака уйӑхӗн 24 мӗшӗнче Наци библиотекине ҫитсе курӑр.