Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче онлайн мелӗпе (ZOOM платформӑра) «Пӗрле вулатпӑр = Читаем вместе» акци иртрӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул, И.Я. Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халала 100 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалларӗҫ. Акцие республикӑри 19 районпа 3 хуларан библиотека ӗҫченӗсем, хастар вулаканӗсем хутшӑнчӗҫ, Иван Яковлевӑн «Ача-пӑча калавӗсене» сасӑпа чӑвашла тата вырӑсла вуларӗҫ.

Сумлӑ педагогӑн «Ача-пӑча калавӗсем» кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ кӗске хайлавсем кӗнӗ, вӗсем ҫамрӑк вулакансен кӑмӑл-туйӑмне, илемлӗхне, пуплеве аталантарма пулӑшаҫҫӗ, аслисене хисеплеме, ырӑ кӑмӑллӑ, хӑюллӑ пулма, яваплӑха туйма вӗрентеҫҫӗ.

Акцие хутшӑнакансем И.Я. Яковлев калавӗсене пӗрле вуласа аслӑ патриархӑмӑра тепӗр хут сума сурӗҫ, унӑн эткерне упраса хӑварас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе курӑмлӑ ӗҫ турӗҫ.

Ҫывӑх вӑхӑтра акци тӑрӑх ӳкернӗ видеоролика библиотекӑн Youtube-каналӗнче вырнаҫтарӗҫ.