Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ ҫыравҫӑн, журналистӑн Николай Ларионовӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Николай Николаевич – Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир ячӗллӗ премин лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне кӗрекен Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пултарулӑх ӗҫне Чӗмпӗр облаҫӗнчи район хаҫатӗнче пуҫӑннӑ. 1996 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Канаш» хаҫатра тӑрӑшать, вырӑнти чӑваш ҫыравҫисен «Шевле» литература пӗрлешӗвне ертсе пырать. Вырӑсларан чӑвашла сӑвӑсемпе калавсем куҫарать, ун сӑввисем тӑрӑх юрӑсем те хайланӑ. Вулакансем авторӑн «Чĕре тапнă чух», «Чӑваш тӗнчи аслӑ», «Вут хӳре», «Чӗлхе пулсан пӗтместпӗр ӗмӗрте!», «Шураҫка», «Чун хушнипе пурăнсан» тата ытти кӑларӑмӗсене хапӑл туса йышӑнчӗҫ. Ҫак кунсенче Николай Ларионовӑн «Черновая работа» ятпа 14-мӗш кӗнеки кун ҫути курчӗ.

Хаваслӑ уява Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, вулакансем хутшӑнӗҫ, хӑнасем ҫыравҫӑ пултарулӑхне тишкерсе хак парӗҫ, пӗтӗмӗшле наци литературин аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатӗҫ.

Юбилей каҫӗнче чӑваш эстрада артисчӗсем Николай Ларионов сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарӗҫ.

Уяв 15.00 сехетре пуҫланать (137 пӳлӗм).

Вырӑсла