Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Ольга Скворцова филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ «Петӗр Эйзинӑн пултарулӑх тӗнчи» ятпа уҫӑ лекци ирттерчӗ. Мероприятие чӑвашсен паллӑ поэчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ Петӗр Эйзин та хутшӑнчӗ.

Малтанах тӗпчевҫӗ Петӗр Эйзинӑн пултарулӑхӗ чӑваш литературинче мӗнле вырӑн йышӑннине палӑртрӗ, поэтӑн хӑш-пӗр сӑввине тишкерсе тухрӗ, лирика геройне мӗн хумхантарнине уҫса пама тӑрӑшрӗ.

Калаҫӑва кӗрсе кайнӑ май Пётр Егорович хӑйӗн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ литературӑри малтанхи утӑмӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче пултаруллӑ сӑвӑҫӑн хайлавӗсене пичетлеме те чарнӑ пулнӑ иккен, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене урӑхларах ҫырма тӑрӑшнӑ, чӑваш поэзийӗне ҫӗнӗ варкӑш илсе кӗнӗ. 

Поэт сӑввисем ансат та тарӑн шухӑшлӑ, кӑткӑс та илӗртӳллӗ. Унӑн чӗре варринчен шӑранса тухнӑ сӑмахӗсем, чӗрӗ сӑнарсем, хӑйне евӗр кӗвви куҫ умне илемлӗ ӳкерчӗксем кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Лекцире Пётр Егорович хӑйӗн сӑввисене вуларӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. «Эйзин» псевдоним мӗне пӗлтернине те ӑнлантарса пачӗ: «Эй, ҫын» тени пулать вӑл имӗш.

Лекцие библиотекăн Ютуб каналӗнче пӑхма май пур.