Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фонд ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тӑван чӗлхесене сыхлассипе тата аталантарассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен конкурсне ирттересси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Нумай пулмасть ӑна пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫак конкурсра пурӗ 4 проект мала тухрӗ: вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин Наци библиотеки тӑратнӑ «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцийӗ.

«Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцине эпир, Чӑваш Республикин Наци библиотекин ӗҫченӗсем, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалларӑмӑр. Унӑн тӗллевӗ – чӑваш чӗлхине ҫамрӑксем хушшинче анлӑ сарасси, унăн пĕлтерĕшне ӳстересси, тӑван чӗлхемӗре тепӗр хут тимлӗх уйӑрасси.

Акцие чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Наци библиотекинче ирттерме палӑртнӑ. Ҫак кун библиотекӑра тӗрлӗ лапам ӗҫлӗ. Чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри вӑл – «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» ятпа халь ӗҫлекен пысӑк кӗнеке куравӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ интерактивлӑ лапам. Кунта хӑнасене – шкул ачисене, студентсене, ĕçлекен çамрăксене – чӑваш чӗлхи урокӗсем, чӑваш ҫырулӑхӗн историне ҫутатса паракан документлӑ фильм, «Чӑваш леттерингӗ» лекци, эскурси-викторинӑсем кӗтеҫҫӗ.

«Фолк-тӗпелте» чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗпе, ташши-вӑййипе, сӑмахлӑхӗпе, музыка инструменчӗсемпе паллашма пулӗ.

«Чӑваш ыйтӑвӗ» дискуссиллӗ шоура вара чӑваш чӗлхине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатӗҫ. Калаҫӑва паллӑ блогерсем, журналистсем, наука, вӗренӳ деятелӗсем, вӗрентекенсем хутшӑнӗҫ. Республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем валли онлайн-трансляци те йӗркелеме тӑрӑшӑпӑр.

Ҫак кунсенче «Вконтакте» социаллӑ тетелре акцин ятарлӑ ушкӑнне пуҫарса ярӑпӑр, пур хыпара та унта вырнаҫтарса пырӑпӑр.