Чăваш тĕрри — тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Аваллăха лайăхрах ăнланас тесен хамăр несĕлсен пурнăç тымарĕсене тĕпчемелле, упрама вĕренмелле. Сӑмах-юмах ламран лама куҫать, хут ҫине ҫырни ӗмӗр-ӗмӗр упранать. Ку енпе тĕпчев ĕçĕсем, кĕнекесем пичетлесе кăларни, документлă тата илемлӗ фильмсем ӳкерсе халӑх патне ҫитерни пысӑк пĕлтерĕшлĕ.

Раççейри халăхсен пурнăç йĕркине тĕпчесси ХVIII ĕмĕр варринчех пуçланнă. Çулçӳревçĕ тĕпчевçĕсем чăвашсем чăваш тĕрри, хĕрарăмсен тĕрĕллĕ чипер тумĕсем çинчен çырса хăварнисем те пур. Раççĕйĕн ăслăлăх академикĕсем Г.Ф. Миллер, И.И. Лепехин, П.С. Паллас Атăл тăрăхĕнче пулса хĕрарăмсемпе хĕрсен кĕмĕлпе тата вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ пуçă тăхăнмаллисене, кăкăр умне, çурăм хыçне çакмаллисене, тĕрлĕ тумтирсене тĕпченĕ, ĕлĕкхи чăваш тĕрринче çырулăх пулнине те çирĕплетсе панă.

1828 çулта Шупашкарта Н.В. Никольский профессорăн «Краткий курс этнографии чуваш» кĕнеки тухнă. Чăваш халăхĕн историйĕнче ку — чăваш ӳнерĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнеке. Халĕ ăна профессор Çырнисен пуххин пĕрремĕш томĕнче тупса вулама пулать. Пурин çинчен те каласа кăтартас тесе хыпалланнăскер хăй çырнисене ӳкерчĕксемпе ăнлантарнă. Çак монографи паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.

Н.В.Никольский фондӗнче упранакан ал ҫырусен хушшинче халӑх сӑмахлӑхӗн пӗр тӗслӗхӗ вырӑн тупнӑ /329 т., 390 с./, унта ҫакӑн пек йӗркесем пур:

Пир-авӑра тӑвакан,

Тӗрӗ-ҫӗвӗ пӗлекен

Кӗтерине ҫитес хӗр

Пирӗн ялта пулман та.

Чӑвашӑн тӗрӗ ӑсталӑхӗ темиҫе ҫӗр ҫуллӑх витӗр тухнӑ, ламран лама аталанса пырса XX ӗмӗре кӗнӗ. Чăваш наци вулавĕшĕн сенрисем çинче халăх тĕрри çинчен ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче пичетленнĕ ĕçсенчен пуçласа паянхи кунччен кун çути курнисем таранахах тирпейлĕн упранаççĕ. Чӑваш Республикин наци библиотеки кӑҫал, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 150 ҫул тултарчӗ. 150 ҫул хушшинче  вулавӑшӑн тӗп тӗллевӗ улшӑнман – кӗнеке урлӑ ҫут ӗҫпе культурӑна сарасси. Паян вӑл пурте усӑ курма пултаракан библиотека кӑна мар, патшалӑх шайӗнче кӗнеке упракан тӗп учреждени те, ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсен центрӗ те. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тата ун тулашӗнчи чӑвашсемпе ӗҫлекен библиотекӑсен методика центрӗ те. Ӳнер литературин пайӗнче, Кĕнеке палатинче, Чӑваш кӗнеки центрĕнче Моисей Спиридонов, Татьяна Акимова, Дмитрий Архангельский, Нина Гаген-Торн, Никита Воронов, Геннадий Иванов-Орков, Алексей Трофимов тата ытти тĕпчевçĕсен ĕçĕсемпе паллашма пулать.

Кашни тĕрĕçĕн – хăйĕн вăрттăнлăхĕ, майĕ, йĕрки. Çапла майпа вун-вун çĕнĕ эреш çуралать. Тĕрĕ – пурнăç хăйне евĕрлĕхĕ те, çут çанталăк илемĕ те, тĕкĕрĕ те. Вăл ăстан кăмăл-туйăмне те, ĕмĕт-тĕллевсене сăнлать. Чăваш халăх ăстисем несĕлĕмĕрсен ÿнерне упраççĕ кăна мар, малалла та аталантараççĕ. Шăпах çакна ĕнентереççĕ те Атнер Хусанкайпа Алексей Трофимов пухса хатӗрленӗ «Три солнца Татьяны Шарковой» кӗнеке каталогӗ,  Моисей Спиридововӑн «Чӑваш эрешӗ» (Чувашский орнамент), Евгения Жачеван «Чăваш тĕрри: техника, меслетсем»  (Чувашская вышивка: техника, приемы), Зинаида Воронован «Чувашские национальные головные уборы и украшения», Геннадий Иванов-Орковӑн «Золотая игла Марии Симаковой» тата «Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии», Валентина Минееван «Чӑвашсен эрешлӗ пир-аварӗ (Чувашское узорное ткачество) кӗнеке альбомсем,  «Зинаида Вороновăн пӳканесен тĕнчи» изоматериалӗ тата ытти те. Асăннă кăларăмсем урлă эреш тĕнчине тишкерме ансат. Чăваш шупăрĕ, кĕпе умĕ, сурпан, хĕр пĕркенчĕкĕ, арçын кĕпи, çанă, кĕрӳ тутри… тĕррисем – пурне те асăнса та çитереймĕн. Кĕнекери ӳкерчĕксене пăхса ĕçе пуçанма çăмăл.

Ҫавӑн пекех Екатерина Иосифовна  Ефремова тӗрӗҫе халалланӑ «Тӗрӗ ӑсти Екатерина Ефремова» ятлӑ хулӑнах мар кӗнекене те палӑртса хӑвармалла. Унӑн авторӗ Чӑваш Республикин  культурӑн  тава  тивӗҫлӗ  ӗҫченӗ, пичет ветеранӗ Валентина Минеева. Екатерина Иосифовна вышкайсӑр пултаруллӑ та тӗлӗнмелле ӑста хӗрарӑм чӑваш тӗррине ҫӗнӗ пурнӑҫ парнеленӗ, ӑна тӗнче умне мӗн пур илемӗпе кӑларнӑ. Ахальтен мар Чӑваш тӗрри кунне чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çак кун 1914 çулта халӑх ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ тӗрӗ художникӗ Екатерина Ефремова ҫуралнӑ.  «Тӗрӗ ӑсти Екатерина Ефремова»  кӗнеке  Чӑваш патшалӑх гуманитари  ӑслӑлӑхӗсен институчӗн типографийӗнче кун  ҫути курнӑ. Вӑл нумай сийлӗ хайлав:  аса  илӳ  те, тӗпчев  те,  ҫырусен тишкерӗвӗ  те пур. Автор  тата  унӑн геройӗ  Екатерина Ефремова чылай  ҫул  туслӑ пулнӑ, чуна уҫса сахал мар калаҫнӑ,  пӗр-пӗрне хавхалантарма тӑрӑшнӑ.

Чăваш тĕррине халалланă электронлă кăларăмсене те асăнса хăвармалла. Вĕсем хушшинче: Владимир Галошевăн «Ҫын пӗлмен тӗрӗ (Ухмах тӗрӗ), «Чăваш тĕррин илемĕ»,  «Чӑнкӑр-чӑнкӑр тухья шерепи» (Звенящее серебро тухьи) тата ыттисем те. 2020 çулта Чăваш тĕрри куне халалласа Чăваш наци вулавăшĕ «Чăваш тĕррин илемĕ»  (Искусство чувашской вышивки) ятлӑ виртуаллӑ проект – ятарлӑ электронлă коллекци хатӗрлерӗ. Электронлă кăларăмăн тĕп тĕллевĕ – вулакансене чăваш халăхĕн авалхи ӳнерĕпе паллаштарасси, чăваш тĕррин пуян историне çутатса паракан документсемпе материалсене пĕр çĕре пуçтараса халăх патне çитересси, упраса хăварасси.

Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та чăваш тĕррин илемлĕхĕ пире паянхи кун та илĕртет. Чăваш халăхĕн ӳнер ăсталăхĕ тишкерсе пĕтерме çук анлă та пуян. Чӑвашӑн ҫи-пуҫӗ тӗрӗллӗ, савӑт-сапи ерешлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа-ши вӑл пӗтӗм тӗнчене тӗрӗллӗ курнӑ. Сӑмах ӑстисен хайлавӗсене вулатӑн та чӑваш тӗнчи мӗн тери эрешлӗ пулнине тата туллинрех куратӑн. Cap хӗвел ҫут тӗрӗ тӗрлеме пултарнине кам кӑна сӑнаман пуль: Ивник, Тукташ, Уйӑп Мишши, Шавли… Хӗвелӗн чӑвашла ӑсталӑхне Кӗҫтенттин Иванов пуринчен те маларах палӑртнӑ:

Ҫырма юхать кӗрлесе

Аслӑ ялӑн ҫумӗпе.

 Хӗвел тӗрӗ тӗрлесе

 Вылять унӑн шывӗпе…

Вера АРХИПОВА

Чувашский государственный институт гуманитарных наук