Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче электронлӑ библиотекӑн ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллаштарчӗҫ. Презентацие библиотека ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем, журналистсем, ӑсчахсем пухӑнчӗҫ.

Хальхи информаци технологийӗсем электронлӑ кописем тума май параҫҫӗ. Вӗсене пичет докуменчӗсене упраса хӑварас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш Республикин электронлӑ библиотеки – кӗнекесен, сборниксен, тухса тӑракан кӑларӑмсен, хаҫат-журналти статьясен, аудио-, фото-, изо- и видеоматериалсен, Интернет-ресурссен электронлӑ копийӗсенчен тӑракан фонд. Унта наукӑпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем, патшалӑх историйӗпе хальхи лару-тӑрӑвӗ, республикӑн политика, экономика, наука, культура тата литература пурнӑҫӗ ҫинчен калакан документсем кӗнӗ. Вӗсене тӗрлӗ коллекци тӑрӑх уйӑрнӑ. Пӗтӗмӗшле электронлӑ библиотекӑпа, унти коллекцисемпе наци литературипе библиографи пайӗн сектор пуҫлӑхӗ Полина Семёнова каласа пачӗ.

95 ҫул каялла «Халӑха вӗрентес ӗҫ» журналӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ.  Ӑслӑлӑхпа педагогика журналӗнче паянхи кун та ҫивӗчлӗхне ҫухатман статьясем пичетленнӗ. Паян вӑл «Халӑх шкулӗ» ятпа тухса тӑрать. Татьяна Хитрова «Кӗнеке палати» уйрӑмӑн ертсе пыракан библиографӗ «Халӑха вӗрентес ӗҫ» журналӑн электронлӑ коллекцийӗпе паллаштарчӗ. «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗ Олег Прокопьев библиотека специалисчӗсем туса ирттернӗ ӗҫе пысӑк хак пачӗ.

Электронлӑ библиотекӑра «Капкӑн» сатирӑпа кулӑш журналӗ те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. Библиотека ӗҫченӗсем журналӑн 1925-1940 ҫулсенче тухнӑ кӑларӑмӗсене цифра ҫине куҫарса ятарлӑ «Капкӑн» сайт йӗркелерӗҫ. Ун ҫинчен тӗплӗнрех библиотека директорӗн ҫумӗ Галина Быкова чарӑнса тӑчӗ.

«Капкӑн» журналта хӑй вӑхӑтӗнче Иван Мучи, Марк Аттай, Никифор Ваҫанкка тата ытти чӑваш ҫыравҫи хӑйсен кулӑшпа питлев сӑвви-калавне пичетленӗ.  Ҫак ыйтӑва тӗплӗнрех «Кӗнеке палатин» тӗп библиографӗ Татьяна Выйгетова ҫутатса пачӗ.

Чылай чӑваш художникӗ асӑннӑ журнала илемлетес ӗҫре вӑй хунӑ, ӑна хӑйне евӗрлӗ, кулӑшла ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. «Капкӑна» «Крокодил» раҫҫей журналӗн чӑвашла варианчӗ теме те пулать. Алексей Киров таврапӗлӳҫӗ журналӑн 1925-1940 ҫулсенчи кӑларӑмӗсене дизайнер куҫӗпе пӑхса тишкерни кӑсӑклӑ пулчӗ.

«Капкӑнӑн» историйӗ, унӑн обществӑри вырӑнӗ, пӗлтерӗшӗ ҫинчен тӗрлӗ вӑхӑтра  журнала хатӗрлесе, кӑларса тӑнӑ ҫынсем – Алексей Леонтьев журналист, ҫыравҫӑ, историк тата Сергей Павлов Чӑваш халӑх писателӗ калаҫрӗҫ.

Уява Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пыракан «Эткер» фольклор ансамблӗ шӑрантарнӑ «Капкӑн» такмакӗсем илем кӳчӗҫ. Тӗл пулӑва хутшӑнакансем журналта тахҫан пичетленнӗ шӳтсене сасӑпа вулани те 1920-1930-мӗш ҫулсен сывлӑшне туйса илме май пачӗ.