Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, чӗлхеҫӗ, профессор, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Виталий Иванович Сергеев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртрӗ. Унта паллӑ тӗпчевҫӗн вӗренекенӗсем, ӗҫтешӗсем, ентешӗсем, юлташӗсем пухӑнчӗҫ.

Уяв ӑсчах хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен хӑй каласа панине ҫырса илнӗ видеофильмран пуҫланчӗ. Виталий Иванович ачалӑхне, яшлӑхне, ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмӗсене аса илни, чӑваш чӗлхине вӗренме, упраса хӑварма чӗнсе калани уйрӑмах чуна пырса тивмелле пулчӗ.

Ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтсене пӗрле вӗреннӗ, ӗҫленӗ юлташӗсем Юрий Артемьев, Тихон Сергеев, Галина Семёнова филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем, Юрий Виноградов филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ӑшӑ туйӑмпа аса илчӗҫ, Виталий Иванович ҫирӗп, ӗҫчен, вӑр-вар ҫын пулнине пӗлтерчӗҫ.

Тӗпчевҫӗн ӑслӑлӑхри ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Алевтина Долгова ҫутатса пачӗ, ун шучӗпе морфологине тӗпчес ӗҫре Виталий Иванович хӑйне евӗрлӗ революционер пулнӑ, чӑваш чӗлхи пӗлӗвне вӑл ҫӗнӗ варкӑш илсе килме пултарнӑ.

Юрий Исаев, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Виталий Сергеевӑн литература эткерӗпе паллаштарчӗ, хайлавӗсен илемлӗхне, хӑйнеевӗрлӗхне палӑртрӗ.

Кӑҫал республикӑра Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Виталий Иванович Сергеев та хӑйӗн ӗҫӗсемпе, ӑсталӑхӗпе республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывма, Чӑваш Ен чапне ҫӗклеме, историре, ӑслӑлӑхра  курӑмлӑ йӗр хӑварма пултарчӗ. Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ, пархатарлӑ ӗҫӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех халӑх асӗнче юлӗҫ.