Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Юхма Михаил Николаевич» биобиблиографи кӑтартмӑшне пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӗнеке уявне ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, Юхма Мишши пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Наци библиотекин ӗҫченӗсем хатӗрлесе кӑларнӑ сумлӑ кӑтартмӑш Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пур енлӗн ҫутатса парать, вӑл – «Юхмастан»  ҫӗршывӗнче ҫул кӑтартса пыракан чӑн-чӑн  маяк.

Уява хутшӑнакансем Михаил Николаевич пултарулӑхне пысӑк хак пачӗҫ, хальхи вӑхӑтра вӑл чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен авторсенчен пӗри пулнине палӑртрӗҫ. Кашни вулакан унӑн пултарулӑхӗнче чун ыйтнине тупать: поэзипе  киленекенсем сӑвви-юррине хумханса вулаҫҫӗ, прозӑна кӑмӑллакансем романӗсемпе повеҫӗсенче пурнӑҫ тӗрӗслӗхне шыраҫҫӗ, историпе кӑсӑкланакансем тӗпчев ӗҫӗсемпе очеркӗсенче чӑваш халӑх кун-ҫулне йӗрлеҫҫӗ… Халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес ӗҫре те Михаил Николаевичӑн тӳпи вышкайсӑр. Вӑл азербайджан, турци, нимӗҫ, венгри тата ытти халӑхсемпе туслӑ ҫыхӑнура, хайлавӗсене чылай чӗлхене куҫарнӑ.

Арсений Тарасов калашле «Михаил Юхма чӑваш картинче кӑна чакаланакан ҫын мар, вӑл тӗнче контекстӗнче пурӑнать. Вӑл хӑй – тӗлӗнсе каймалла пысӑк тӗнче».

Надежда Иванова, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ доценчӗ, «Юхма Мишши пултарулӑхӗ шкул вӗрентӗвӗнче» темӑпа тухса калаҫрӗ, авторӑн чылай хайлавне шкул программине кӗртнине пӗлтерчӗ.

Михаил Юхма ҫырнӑ хайлавсене тата ун ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе кӗнекесене шута илекен библиографи кӑтартмӑшне хатӗрлес тӗлӗшпе библиотека ӗҫченӗсем 3 ҫула яхӑн тӑрӑшрӗҫ. Ҫыравҫӑ хӑй те ку пӗлтерӗшлӗ ӗҫре пысӑк пулӑшу пачӗ, чылай паха материалпа тивӗҫтерчӗ. Михаил Николаевич кӑларӑма хатӗрлекенсене чун-чӗререн тав турӗ, Чӑваш Республикин писательсен союзӗн ячӗпе хисеп хучӗсем парса чысларӗ.

Уява «Чувашские сударушки» ансамбль, Венера Кочергова «Сӑрнай» фольклор ушӑнӗн солисчӗ, Елизавета Долгова, Зоя Васильева шӑрантарнӑ чӑваш юррисем илем кӳчӗҫ.